Коринфсем патне 2-мӗш 8 - Синодальный НЗ8-мӗш сыпӑк Кӑмӑллӑ пулӑшу 1 Эй, тӑвансем! Халӗ эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ ырӑлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн. 2 Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех. 3 Вӗсем вӑйӗсем ҫитнӗ таран ҫеҫ мар, пултарнинчен те ытларах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куҫӑн курнӑран калатӑп. 4 Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ. 5 Вӗсем эпир шаннӑ чухлӗ кӑна мар, унтан та ытларах турӗҫ, пӗтӗм чунне чӑн малтанах Хуҫа Турра, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире пачӗҫ. 6 Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр. 7 Ӗненни, ӑста калаҫни, пӗлни, пур енчен те тӑрӑшуллӑ пулни, пире юратни – ҫаксем пурте сирӗн туллиех. Эппин ҫак ырӑ ӗҫре те ҫавнашкалах вашават пулӑр. 8 Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн. 9 Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ. 10 Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр. 11 Ӗнтӗ хӑвӑр хытӑ ӗмӗтленнине пултарнӑ таран пурнӑҫласа, халӗ ҫав ӗҫе туса пӗтерӗр. 12 Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ. 13 Ку вӑл сирӗн пурӑнӑҫӑра йывӑрлатса ыттисене ҫӑмӑллӑх парассине пӗлтермест, сӑмах кунта хире-хирӗҫле пӗр танлӑх пирки пырать. 14 Паян эсир, ытлашшине парса, вӗсен ҫитменнине ҫитеретӗр, сирӗн ҫитмен чухне вӗсем ытлашшине парӗҫ, вара пӗр танлӑх пулӗ. 15 Ҫырнинче ун пирки ҫапла каланӑ: «Нумай пухнин ытлашши пулман, сахал пухнин ҫитменни пулман». Титпа юлташӗсем 16 Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах. 17 Чӑн та ӗнтӗ, эпӗ ӑна каланӑччӗ, анчах вӑл, питӗ тӑрӑшуллӑскер, сирӗн патӑра пыма хӑй кӑмӑл турӗ. 18 Унпа пӗрле эпир тата тепӗр тӑвана яратпӑр. Ырӑ Хыпар вӗрентме ӑста пулнӑран ӑна пур ӗненекен ушкӑнсем те мухтаҫҫӗ. 19 Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр. 20 Хамӑра нумай укҫа-тенкӗ шанса панине пӗлсе, сӑмах илтесрен унпа тирпейлӗ усӑ курма тӑрӑшатпӑр, 21 мӗншӗн тесен ырришӗн пирӗн Хуҫа Турӑ умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те тӑрӑшмалла. 22 Тата вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑвана та ятӑмӑр, унӑн тӑрӑшулӑхне тӗрлӗ лару-тӑрура пӗрре мар тӗрӗсленӗ. Вӑл сире халӗ питӗ шанать, ҫавӑнпа тата ытларах тӑрӑшать. 23 Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем. 24 Ҫапла вара, вӗсене хӑвӑр юратнине тата эпир сирӗнпе тӗрӗсех мухтаннине ӗненекен ушкӑнсем умӗнче кӑтартса парӑр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia