Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Коринфсем патне 2-мӗш 7 - Синодальный НЗ


7-мӗш сыпӑк

1 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар.


Павел ӗненекен ушкӑн ӳкӗннишӗн савӑнни

2 Чунӑрсене уҫса пире йышӑнсамӑрччӗ! Эпир никама та кӳрентермен, сиен туман, никам шучӗпе те пуйман.

3 Эпӗ сире ӳпкелеместӗп. Маларах ҫапла каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, вилсен те, пурӑнсан та пӗрлех пуласчӗ.

4 Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать.

5 Македоние ҫитсессӗн эпир нимле канлӗх те тупаймарӑмӑр. Пире пур енчен те инкек-синкек кӗтсех тӑчӗ: йӗри-тавра – хирӗҫӳлӗх, ӑшра – шиклӗх.

6 Анчах та йӑвашшисене хастарлӑх паракан Турӑ пирӗн патӑмӑра Тита ярса пире те ҫирӗплӗх пачӗ.

7 Эпир Тит килнишӗн кӑна мар, вӑл сирӗн патӑртан хавхаланса килнишӗн савӑнтӑмӑр. Тит пире эсир тӑрӑшни, кулянни, маншӑн тем тума та хатӗр пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вара эпӗ тата ытларах савӑнса кайрӑм.

8 Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп.

9 Савӑнасса вара халӗ эпӗ сире кулянмалла пулса тухнишӗн мар, эсир куляннипе ӳкӗннишӗн савӑнатӑп. Эсир кулянни Турра юрӑхлӑ, эппин хамӑр ҫырупа эпир сире сиен тумарӑмӑр.

10 Мӗншӗн тесен Турӑшӑн хуйхӑрни каялла тавӑрӑнми ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ку тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.

11 Пӑхӑр-ха, Турӑшӑн хуйхӑрни сире епле тимлекен, каҫару ыйтакан турӗ. Тата эсир ҫылӑха кӗнӗ ҫынна еплерех тарӑхатӑр, еплерех хӑраса пӑшӑрханатӑр, пирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленетӗр. Ҫылӑхлине айӑплас кӑмӑлӑр тата еплерех пысӑк! Эсир ҫав ӗҫре хӑвӑр таса пулнине пур тӗлӗшӗнчен те кӑтартса патӑр.

12 Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ.

13 Эсир хавхалантарнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах та сирӗн патӑртан чунне лӑплантарса тавӑрӑннӑ Тит савӑнӑҫне курсан, эпир тата ытларах хӗпӗртерӗмӗр.

14 Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ.

15 Халӗ вара Тит эсир мӗнле итленине, мӗнле хисеплесе-хӑраса хапӑл тунине аса илет те кӑмӑлӗпе тата ытларах сирӗн патӑра туртӑнать.

16 Ӗнтӗ эсир пур тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулнишӗн савӑнатӑп.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan