Коринфсем патне 2-мӗш 5 - Синодальный НЗ5-мӗш сыпӑк 1 Эпир пӗлетпӗр: ҫӗр ҫинчи пирӗн пӳрт, ҫак хӳшӗ, аркансассӑн, тӳпере пирӗн алӑпа туман, Турӑ хатӗрленӗ ӗмӗрлӗх кил-ҫурт пур. 2 Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр. 3 Анчах та тумланнӑ ҫинчех пирӗн ҫарамас юлас марччӗ. 4 Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр. 5 Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ. 6 Ӗнтӗ эпир яланах хастар кӑмӑллӑ. Ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне Хуҫамӑртан аякра пулнине пӗлетпӗр – 7 эпир хамӑр куҫ мӗне курнипе мар, чунӑмӑр мӗне ӗненнипе пурӑнатпӑр – 8 ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр. 9 Ҫавӑнпа эпир ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне те, унтан тухсан та Ӑна юрӑхлӑ пулаясчӗ тесе тимлӗн тӑрӑшатпӑр. 10 Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле. Ҫынсене Турӑпа ҫураҫтарас ӗҫ 11 Ҫапла вара, Хуҫа Турӑ сумлӑхӗнчен хӑрамаллине пӗлсе, эпир ҫынсене ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать, эсир те пире пӗлетӗр пуль тесе шанатӑп. 12 Ҫакна эпир хамӑра каллех ырлаттарасшӑн каламастпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем чунрипе мухтанас вырӑнне тулашӗнчипе мухтанаҫҫӗ. Ун пеккисене тавӑрса каламашкӑн эпир сире хамӑрпа мухтанма сӑлтав паратпӑр. 13 Эпир ӑсран тухнӑ пек тӑрӑшни – Турӑшӑн, ӑслӑ-тӑнлӑ тӑрӑшни – сирӗншӗн. 14 Мӗншӗн тесен пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать. Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, эппин пурте вилнӗ. 15 Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ. 16 Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр. 17 Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни. 18 Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑран, Вӑл пире Христос урлӑ Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ, ҫынсене Хӑйӗнпе ҫураҫтарас ӗҫе пире шанса панӑ. 19 Мӗншӗн тесен Турӑ, ҫынсен ҫылӑхӗсене шута хумасӑрах, Христос урлӑ Хӑйпе тӗнчене ҫураҫтарнӑ, ҫураҫтару сӑмахне вӗрентме пире шанса панӑ. 20 Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр. 21 Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia