Коринфсем патне 2-мӗш 4 - Синодальный НЗ4-мӗш сыпӑк Тӑм савӑтри мул 1 Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр. 2 Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр. 3 Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар хупланчӑк пулсассӑн, вӑл пӗтмелли ҫул ҫинче тӑракансемшӗн кӑна ҫапла. 4 Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ. 5 Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр. 6 Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет. 7 Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать. 8 Ҫавӑнпа та пире темӗн чухлӗ таптасан та аркатаймаҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑрлӑхра та эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр. 9 Пире хӗсӗрлеҫҫӗ, анчах Турӑ пӑрахмасть. Пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пӗтереймеҫҫӗ. 10 Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. 11 Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр. 12 Ҫапла вара, пирӗн валли – вилесле асапсем, сирӗн валли – чӗрӗ пурӑнӑҫ. 13 «Эпӗ ӗненетӗп, ҫавӑнпа калатӑп», – тенӗ Ҫырнинче. Эпир те ҫавнашкалах ҫирӗп ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та. 14 Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ. 15 Ӗнтӗ нумайӑшӗ Туррӑн тулли ырӑлӑхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр. Ӗненӳпе пурӑнасси 16 Ҫавӑнпа та эпир хуйха ӳкместпӗр. Ӳт-пӳ ватӑлать пулин те, чун-чӗм кунран-кун ҫӗнелсех пырать. 17 Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр. 18 Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ӑнтӑлатпӑр; мӗншӗн тесен курӑнаканни вӑхӑтлӑха, курӑнманни ӗмӗрлӗхе. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia