Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Коринфсем патне 2-мӗш 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшакансем

1 Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар.

2 Пирӗн ҫыру – эсир. Ӑна чӗремӗрсенче ҫырнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ.

3 Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ иккенне хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. Эпир тӑрӑшнипе ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн Сывлӑшӗпе ҫырнӑ. Ӑна чул хӑма ҫине мар, этем чӗрисем ҫине ҫырнӑ.

4 Пирӗн ҫак ҫирӗп шанчӑк Христос урлӑ Турӑран килет.

5 Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран.

6 Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать.

7 Чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ чӗрӗлӗх парайман сас паллишӗн ӗҫлесе тӑни те мухтавлӑ пулнӑ. Ҫав сӳнес мухтав ҫути ҫиҫсе тӑнӑран Израиль ҫыннисем Моисей сӑн-пичӗ ҫине те пӑхма пултарайман.

8 Саккуншӑн ӗҫлесе тӑни те ҫав тери мухтавлӑ пулсассӑн, Сывлӑш хавхалантарнипе тӑрӑшасси татах та мухтавлӑрах мар-и?

9 Айӑплакан саккуншӑн ӗҫлесе тӑни чаплӑ пулсассӑн, тӳрре кӑларакан халашӑн тӑрӑшасси мӗн тери чаплӑрах!

10 Ку тӗлӗшӗнчен вара кайранхи мухтав ҫути хупласа хунӑран малтанхи халӗ мухтав пек те туйӑнмасть.

11 Мӗншӗн тесен сӳнес ҫутӑ мухтавлӑ пулсан, сӳнмен ҫутӑ мӗн тери мухтавлӑрах.

12 Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр.

13 Эпир Моисей пек мар. Израиль ҫыннисем мухтав ҫути сӳннине ан асӑрхаччӑр тесе, вӑл сӑн-питне пӗркенчӗкпе хупласа ҫӳренӗ.

14 Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать.

15 Моисей саккунне вуланӑ чухне паян кунчченех вӗсен чун-чӗрине пӗркенчӗк витсе тӑрать;

16 анчах та Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑнсан ҫав пӗркенчӗк илӗнет.

17 Хуҫамӑр вӑл – Сывлӑш; Хуҫамӑрӑн Сывлӑшӗ ӑҫта, ирӗклӗх те ҫавӑнта.

18 Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan