Коринфсем патне 2-мӗш 12 - Синодальный НЗ12-мӗш сыпӑк Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем 1 Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам. 2 Эпӗ Христоса ӗненекен пӗр ҫынна паллатӑп. Вун тӑватӑ ҫул каялла ҫавна (те ӳт-пӗвне, те чунне – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет) пӗлӗтӗн виҫҫӗмӗш хутне ҫӗклесе кайнӑ. 3 Тата ҫав ҫын ҫинчен ҫакна пӗлетӗп. Те ӳт-пӗвӗпе, те чунӗпе – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет, 4 ӑна рая ҫӗклесе кайнӑ. Вӑл унта этем каласа кӑтартайми, калама та юраман сӑмахсем илтнӗ. 5 Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанма та пултаратӑп, хампа мухтанаймӑп, манӑн мухтанмалли те халсӑрлӑхӑм кӑна. 6 Тепӗр тесен, мухтансан та ӑссӑр пек курӑнмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Анчах та эпӗ шарламӑп – ахальлӗн кам та пулин ман пирки хӑй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухӑшлӗ. 7 Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ. 8 Ӑна манран сиртӗр тесе эпӗ Хуҫа Турра виҫӗ хутчен тархасларӑм. 9 Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. 10 Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ. Павел Коринфри ӗненекен ушкӑншӑн пӑшӑрханни 11 Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар. 12 Хам апостол пулнине эпӗ сирӗн умӑрта вӑйлӑ чӑтӑмлӑхпа, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсемпе, паллӑсемпе тата хӑватсемпе ҫирӗплетсе патӑм. 13 Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсан, ҫитменни сирӗн мӗн пулчӗ? Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмерӗм, ҫавӑ кӑна. Эппин, ҫав айӑпшӑн каҫарсамӑр мана. 14 Ӗнтӗ эпӗ сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пымашкӑн хатӗр. Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмӗп, мана сирӗнтен янтти кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли тупра пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла. 15 Эпӗ сире питӗ юрататӑп пулин те, эсир мана юратсах каймастӑр. Апла пулин те, сирӗншӗн савӑнсах тӑкакланӑп, сирӗн чунӑршӑн хама пуҫӗпех парӑп. 16 Эпӗ сире тӑкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнӗ тесе шутлатӑр? 17 Сирӗн патӑра янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ хамшӑн тӑрӑшса сирӗнтен мӗн те пулин илтӗм-и? 18 Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара? 19 Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. 20 Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ. 21 Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia