Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Коринфсем патне 1-мӗш 8 - Синодальный НЗ


8-мӗш сыпӑк Чӳк апат-ҫимӗҫӗ

1 Халӗ кӗлеткесене чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ пирки калам. Ун пирки хамӑрӑн пӗлӳ пурри паллӑ ӗнтӗ, анчах та пӗлӳ пуҫа каҫӑрттарать, юратулӑх вара аталантарать.

2 Кам мӗне те пулин пӗлсе ҫитрӗм тет, ҫавӑ кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест.

3 Турӑ вара Хӑйне юратакана пӗлет.

4 Ӗнтӗ чӳклесе панӑ аш пирки. Тӗнчери пуҫҫапмалли кӗлеткесем ним тӗшне те тӑманнине, Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне урӑххи ҫуккине эпир пӗлетпӗр.

5 Ҫӗр ҫинче те, тӳпере те турӑ текенскерсем (вӗсем тата хуҫасем пекех питӗ йышлӑ) пур теҫҫӗ пулсан,

6 пирӗн вара пӗр Атте Турӑ. Пӗтӗмпех Вӑл пултарнӑ, пурӑнасса та эпир Уншӑн пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗртен-пӗр Хуҫамӑр – Иисус Христос. Пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарӑннӑ, эпир те Вӑл пуртан пурӑнатпӑр.

7 Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ.

8 Анчах та апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне кӑшт та ҫывхартмасть. Ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хутшӑнмасть, ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр.

9 Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр.

10 Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и?

11 Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха.

12 Ӗненекен тӑванусене хирӗҫ ҫапла майпа ҫылӑх туса, вӗсен ахаль те халсӑр чунне амантса, эсир Христоса хирӗҫ те ҫылӑх тӑватӑр.

13 Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan