Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Коринфсем патне 1-мӗш 7 - Синодальный НЗ


7-мӗш сыпӑк Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси ҫинчен

1 Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла.

2 Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки.

3 Упӑшкин арӑмне юратса пурӑнмалла, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшкине юраттӑр.

4 Арӑмӗ хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – упӑшки. Ҫавнашкалах упӑшки те хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – арӑмӗ.

5 Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ, кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ.

6 Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп.

7 Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла.

8 Мӑшӑрланманнисене, мӑшӑрсӑр юлнисене вара хам пек хӑраххӑн пурӑнни аванрах тетӗп.

9 Чӑтаймаҫҫӗ пулсан, авланччӑр. Аскӑн шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен авланни аванрах.

10 Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар.

11 уйӑрӑлас пулсассӑн, урӑх качча каймалла мар е упӑшкипех килӗшӳ тупмалла. Упӑшкин те арӑмне пӑрахмалла мар.

12 Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар.

13 Ӗненекен арӑм та, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗпе пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр.

14 Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса.

15 Ӗненмен упӑшка е арӑм уйӑрӑласшӑн пулсан, уйӑрӑлтӑр. Кун пек чухне ӗненекен тӑванӑмӑра нимӗн те ҫыхса тӑмасть. Хуҫамӑр пире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ.

16 Эй, арӑм! Кам пӗлет, тен, эсӗ упӑшкуна ҫӑлӑн? Эй, упӑшки! Кам пӗлет, тен, эсӗ арӑмна ҫӑлӑн?


Хуҫамӑр палӑртнӑ пурӑнӑҫ

17 Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.

18 Кам та кам хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳт кастарнӑ, ҫавӑ ӳт кастарнине ан пытартӑр; кам та кам ӳт кастарман, ан кастартӑр.

19 Ӳт кастарни, ӳт кастарманни пекех, ниме те пӗлтермест. Чи кирли – Турӑ пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнасси.

20 Чӗнсе илнӗ чух хӑвӑр кам пулнӑ, ҫаплипех юлӑр.

21 Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ан пӑшӑрхан. Ирӗклӗ пулмашкӑн май килсессӗн те, хӑшӗ лайӑхраххине суйласа ил.

22 Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури.

23 Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ, ҫын чури пулмашкӑн ан килӗшӗр.

24 Эй, тӑвансем! Эппин, чӗнсе илнӗ чухне сирӗнтен кашни кам пулнӑ, Турӑ умӗнче ҫаплипех юлтӑр.


Мӑшӑрланманнисем тата мӑшӑрсӑр юлнисем

25 Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.

26 Ман шутӑмпа, хальхи йывӑр саманара ҫынна мӑшӑрланмасӑр пурӑнни аванрах.

27 Эсӗ арӑмлӑ-и? Эппин, уйӑрӑлма сӑлтав ан шыра. Арӑмсӑр юлнӑ-и? Эппин, урӑх арӑм ан шыра.

28 Тепӗр тесен, авланни ҫылӑх мар. Хӗр качча кайни те ҫылӑх мар. Анчах та ку саманара арлӑ-арӑмлӑ пурӑнакансене йывӑр килет, эпӗ сире ҫав йывӑрлӑхран упрасшӑн.

29 Эй, тӑвансем! Эпӗ сире ҫапла калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пурӑнччӑр.

30 Йӗрекеннисем – йӗменнисем пек, савӑнаканнисем – савӑнманнисем пек, туянаканнисем – туянманнисем пек пулччӑр.

31 Ҫак тӗнчери пурӑнӑҫпа пурӑнакансем тӗнчере пурӑнман пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче сӑнарӗ иртсе каять.

32 Манӑн сире пурӑнӑҫ хуйхи-суйхинчен хӑтарса хӑварас килет. Авланман ҫын Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать.

33 Авланни пурӑнӑҫшӑн, арӑмне юрасшӑн тӑрӑшать. Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур.

34 Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пуласчӗ тесе, качча кайманни Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. Качча кайни вара пурӑнӑҫшӑн, упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать.

35 Ҫакна эпӗ сире ҫӑварлӑхласшӑн каламастӑп. Сирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, пӗтӗм тимлӗхпе Хуҫа Турра чун-чӗререн парӑнса тӑччӑр тесе – сире усӑллӑ пултӑр тесе калатӑп.

36 Кам хӑйӗн качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ хӗрӗ ватта юлни намӑс тесе шухӑшлать, ҫав хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, ҫылӑха кӗмӗ. Ун пек хӗрсем качча кайччӑр.

37 Ҫапах та кам иккӗленӳсӗр, камӑн хӑйӗн хӗрне качча пама нуша ҫук, анчах та хӑйӗн ирӗкӗпе хӗрне качча памасӑр упраса хӑварас тет, ҫавӑ аван тӑвать.

38 Ҫавӑнпа та хӗрне качча паракан аван тӑвать, качча паманни вара тата аванрах тӑвать.

39 Саккун арӑмне упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗр ҫыхӑра пулма хушать. Упӑшки вилсессӗн вара унӑн кама качча каяс килет, ҫавна кайма ирӗк пур. Анчах та ҫынни Хуҫамӑра ӗненекенскер пулмалла.

40 Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan