Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Коринфсем патне 1-мӗш 6 - Синодальный НЗ


6-мӗш сыпӑк Турра хисеплеменнисем умӗнче судлашни

1 Епле-ха тата, пӗр-пӗринпе хирӗҫмелли сӑлтав тупӑнсан, сирӗнтен хӑшӗ-пӗри ӗненекен ушкӑнра мар, Турра хисеплеменнисем умӗнче судлашать?

2 Ӗненекенсем ҫак тӗнчене суд тӑвассине пӗлместӗр-им? Тӗнчене суд тӑваканӗсем эсир пулатӑр пулсассӑн, чылай пӗчӗкрех ӗҫсене хӑвӑрах суд тума тивӗҫ мар-и?

3 Эпир ангелсене те суд тӑвасса пӗлместӗр-им? Пурӑнан пурӑнӑҫри ӗҫсене те хамӑр тӗллӗн татса параймастпӑр-и?

4 Эсир вара, пурӑнан пурӑнӑҫра хирӗҫмелли тупӑнсассӑн, ӗненекен ушкӑнра тӑман судьясем патне каятӑр.

5 Сире намӑс пултӑр тесе калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан ӑслӑ-тӑнлӑ пӗр ҫын та ҫук-и сирӗн?

6 Эсир тӑванпа тӑван судлашатӑр, ҫитменнине тата Турра хисеплеменнисем умӗнче.

7 Пӗр-пӗринпе судлашас патнех ҫитни те сирӗншӗн мӑшкӑл-ҫке. Кӳрентернине чӑтсассӑн аванрах марччӗ-и? Ҫухату тӳсни аванрах марччӗ-и?

8 Апла пулинччӗ! Эсир хӑвӑр кӳрентеретӗр, ҫарататӑр. Кама-ха? Тӑванӑрсене.

9 Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,

10 вӑрӑсем те, ҫӑткӑнсем те, ӗҫкӗҫсем те, сӑмахпа хӑртакансем те, хапсӑнчӑксем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.

11 Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ.


Ӳт-пӳпе те Турра мухтава кӑларӑр

12 Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Ҫапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимӗн те ан хуҫалантӑр.

13 Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли.

14 Турӑ пирӗн Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртнӗ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртӗ.

15 Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах!

16 Аскӑн хӗрарӑмпа ҫыхланакан унпа пӗр ӳт-пӳ пулнине эсир пӗлместӗр-им? «Иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ-ҫке-ха Ҫырнинче.

17 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулакан вара Хуҫамӑрпа пӗр чун-чӗмлӗ.

18 Аскӑнлӑхран пӑрӑнӑр: этем тӑвакан кирек епле ҫылӑх та унӑн ӳт-пӗвӗн тулашӗнче. Аскӑн ҫын вара хӑйӗн ӳт-пӗвне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.

19 Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Святой Сывлӑшӑн ҫурчӗ пулнине пӗлместӗр-им? Ӑшӑрта Турӑран илнӗ Сывлӑш пурӑннӑран эсир ӗнтӗ хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар.

20 Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ. Ҫавӑнпа ӳт-пӗвӗрпе те, чунӑрпа та Турра мухтава кӑларӑр: вӗсем Туррӑн.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan