Коринфсем патне 1-мӗш 13 - Синодальный НЗ13-мӗш сыпӑк Юратулӑх 1 Этем чӗлхипе калаҫсан та, ангел чӗлхипе калаҫсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ – янӑракан чан е чӑнкӑртатакан кимвал ҫеҫ. 2 Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп. 3 Эпӗ пӗтӗм пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳт-пӗвӗме вута пӑрахма килӗшсен те, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин мана ҫавӑнтан ним усси те пулас ҫук. 4 Юратулӑх ҫирӗп тӳсӗмлӗ, хӗрхенӳллӗ; юратулӑх кӗвӗҫмест, вӗҫкӗнленмест, мӑнкӑмӑлланмасть, 5 сӗмсӗрленмест, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, тарӑхмасть, усаллине асра тытмасть; 6 суяшӑн мар, чӑнлӑхшӑн савӑнать. 7 Юратулӑх йӑлтах каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет. 8 Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ. 9 Мӗншӗн тесен эпир кӑштах пӗлкелетпӗр, кӑштах пророкла калаҫкалатпӑр; 10 чи пахи килсен вара кӑштаххи пӑрахӑҫланӗ. 11 Ача чухне эпӗ ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнланаттӑм. Ар ҫулне ҫитсессӗн ача-пӑча шухӑшне пӑрахрӑм. 12 Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп. 13 Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia