Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Коринфсем патне 1-мӗш 11 - Синодальный НЗ


11-мӗш сыпӑк

1 Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.


Кӗлӗре ҫӳҫ-пуҫа витесси

2 Эй, тӑвансем! Эпӗ мӗн каланине йӑлтах асра тытнӑшӑн, эпӗ вӗрентсе хӑварнӑ Хуҫа Турӑ йӑли-йӗркипе пурӑннӑшӑн сире ырлатӑп.

3 Тата сире ҫакна пӗлтерессӗм килет: кирек епле арҫыншӑн та Христос пуҫ пулса тӑрать, упӑшки те арӑмӗшӗн – пуҫ, Турӑ та Христосшӑн – пуҫ.

4 Пуҫне тӑхӑнса кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле арҫын та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать.

5 Ҫӳҫ-пуҫне витмесӗр кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле хӗрарӑм та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать. Вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янипе пӗрех.

6 Хӗрарӑм ҫӳҫ-пуҫне витмест пулсан, эппин ҫӳҫне кастартӑр. Ҫӳҫ кастарма е хыртарма вӑтанать пулсан, эппин ҫӳҫ-пуҫне хуплатӑр.

7 Арҫыннӑн кӗлӗре ҫара пуҫӑн пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑнарӗпе мухтавӗ. Хӗрарӑм вара – упӑшкин мухтавӗ.

8 Арҫынна хӗрарӑмран пултарман, хӗрарӑма арҫынтан пултарнӑ.

9 Арҫынна хӗрарӑмшӑн туман, хӗрарӑма арҫыншӑн тунӑ.

10 Ҫавӑнпа та хӗрарӑмӑн хӑйӗн пуҫне пӑхӑну паллипе витмелле. Тата унӑн ҫакна ангелсене кӑтартмашкӑн тумалла.

11 Тепӗр тесен, Хуҫамӑр вӗрентнӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗсӗр, арӑмӗ упӑшкисӗр ним тӗшне те тӑмасть.

12 Мӗншӗн тесен малтанхи хӗрарӑма арҫынтан тунӑ пекех, арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать. Пурне те вара Турӑ пултарнӑ.

13 Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, витмен пуҫпа Турра кӗлтуни хӗрарӑма килӗшӳллӗ-и?

14 Ҫӳҫне-пуҫне ӳстерсе янӑ арҫын хисепрен тухни ҫинчен ҫут ҫанталӑк хӑех калать.

15 Хӗрарӑмшӑн вара ҫӳҫ ӳстерни – хисеп, ҫут ҫанталӑк хӗрарӑма виткӗч вырӑнне вӑрӑм ҫӳҫ панӑ.

16 Хампа тавлашас текене вара ҫакна кӑна калатӑп: пирӗн патӑрта та, Туррӑн ытти чиркӗвӗсенче те унашкал йӑла ҫук.


Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апачӗ ҫинчен

17 Ӗнтӗ, сире вӗрентсе, хам ырламанни ҫинчен калам. Сирӗн пухӑвӑрсем сире уссинчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ.

18 Чи малтанах, хам мӗн илтни ҫинчен: чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнсан эсир пӗр-пӗринпе харкашатӑр иккен. Ҫакна эпӗ пӑртак ӗненетӗп те.

19 Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӗненекенсем палӑрмашкӑн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑшлӑх пулмаллах.

20 Тата ҫакна каламалла: эсир пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулин те, ҫакна Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апатне туни теме ҫук.

21 Мӗншӗн тесен кашниех харпӑр хӑй апатне часрах ҫисе ярасшӑн. Ҫапла вара пӗри выҫах юлать, тепри тутӑ та хӗрӗнкӗ.

22 Сирӗн килӗрсем ҫук-им? Килте ӗҫсе-ҫиейместӗр-им? Е Туррӑн чиркӗвне ним вырӑнне те хумастӑр-и? Ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗнех калам? Сире ҫакӑншӑн ырлам-и? Ырламӑп.

23 Ҫак йӑлана эпӗ Хуҫамӑртан Хӑйӗнчен вӗрентӗм, кайран сире вӗрентрӗм. Хӑйне сутнӑ каҫ Иисус Хуҫамӑр ҫӑкӑр илнӗ те,

24 Турра тав туса, ҫӑкӑра хуҫнӑ. Унтан Вӑл ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – сирӗншӗн хуҫӑлакан Манӑн Ӳт-пӗвӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».

25 Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Вӑл курка илнӗ те ҫапла каланӑ: «Ҫак курка – Манӑн Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. Ӑна ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».

26 Ӗнтӗ эсир ҫав ҫӑкӑра ҫимессерен, ҫав куркана ӗҫмессерен Хуҫамӑр тепре киличченех Вӑл вилни ҫинчен хыпарлатӑр.


Аслӑ каҫхи апата тивӗҫсӗр туни

27 Ҫапла вара, Хуҫамӑрӑн ҫӑкӑрне тивӗҫсӗр ҫиекен, Хуҫамӑрӑн куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен ҫын Хуҫамӑрӑн Ӳчӗпе Юнне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.

28 Малтан ҫын хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхтӑр, унтан тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр.

29 Кам тивӗҫсӗр ӗҫсе ҫиет, ҫав хӑйне айӑплав илмешкӗн ӗҫсе ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Хуҫамӑрӑн Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламасть.

30 Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ.

31 Эпир хамӑра хамӑр хаклама пултарсан Турӑ пире айӑпламӗччӗ.

32 Пире хак параканӗ вара – Турӑ. Ытти пӗтӗм тӗнчепе пӗрле суд умне тӑрас мар тесессӗн Хуҫа Турӑ айӑплавне пирӗн чӑтмалла.

33 Ҫавӑнпа та, тӑванӑмсем, аслӑ каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр.

34 Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan