Коринфсем патне 1-мӗш 10 - Синодальный НЗ10-мӗш сыпӑк Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрхаттарни 1 Эй, тӑвансем! Ман сире ҫакна пӗлтерес килет: пирӗн мӑн асаттесем пурте пӗлӗт витӗмӗпе пынӑ, сирӗлнӗ тинӗс тӗпӗпе каҫнӑ. 2 Пӗлӗтпе тата тинӗс шывӗпе тӗне кӗрсе вӗсем пурте Моисейпа пӗрлӗхлӗ пулса тӑнӑ. 3 Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр апатне ҫинӗ. 4 Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр ӗҫмине ӗҫнӗ: ту чулӗнчен ҫӑлкуҫ тапса тӑнӑ, чун-чӗм чулӗ вӗсемпе пӗрлех пынӑ. Ҫав чул вӑл Христос пулнӑ. 5 Анчах та вӗсен хушшинче Турра юрӑхлӑ пурӑнакансем сахал пулнӑ, ҫавӑнпа та ытларахӑшӗ пуш хиртех выртса юлнӑ. 6 Эпир те мӑн асаттесем пекех усаллине сӑхланасран Турӑ пире ҫакнашкал тӗслӗхсемпе асӑрхаттарнӑ. 7 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек кӗлеткесене ан пуҫҫапӑр. Ҫырнинче вӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, унтан вӑййа тухнӑ». 8 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек аскӑн та пӑсӑк пулар мар. Пӑсӑк пурӑннӑран вӗсенчен ҫирӗм виҫӗ пинӗшӗ пӗр кунтах пӗтнӗ. 9 Христоса тӗрӗслер мар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла хӑтланнӑ та – ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ. 10 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек ан ӳпкелешӗр. Вӗсем ӳпкелешнӗ те – вӗсене чунилли пӗтернӗ. 11 Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ. 12 Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр. 13 Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ. 14 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, кӗлеткесене пуҫҫапассинчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. 15 Сирӗнпе эпӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫатӑп. Мӗн калани пирки вара хӑвӑр шухӑшлӑр. 16 Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара? 17 Ҫӑкӑрӗ пӗрре, ҫав ҫӑкӑра валеҫсе ҫинӗрен эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр. 18 Израиль йӑхӗнчисене пӑхӑр-ха. Парне вырӑнӗ ҫинчи ҫимӗҫе ҫисе вӗсем парне кӳрес ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и? 19 Мӗн каласшӑн-ха эпӗ? Пуҫҫапмалли кӗлетке е чӳк ҫимӗҫӗ мӗне те пулин пӗлтерет тесшӗн-и? 20 Паллах, апла мар. Урӑх халӑхсем парнине Турра мар, усал сывлӑшсене кӳреҫҫӗ тесшӗн. Манӑн вара сире усал сывлӑшсемпе хутшӑнтарас килмест. 21 Хуҫа Турӑ куркинчен ӗҫнӗ хушӑрах эсир усал сывлӑш куркинчен те ӗҫеймӗр. Хуҫа Турӑ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах усал сывлӑш сӗтелӗ хушшинче хӑналанаймӑр. 22 Хуҫа Туррӑмӑра пирӗн кӗвӗҫтерсе тарӑхтарас килет-ши? Эпир Унран вӑйлӑрах-им вара? Пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвар 23 Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте ырӑлӑхлӑ мар. 24 Никам та хӑйшӗн кӑна ан тӑрӑштӑр, ҫынна усӑ тӑвасчӗ тесе тимлетӗр. 25 Таса чунлӑ юлас тесен, сутуҫӑран илнӗ аша пӗр тиркемесӗр ҫийӗр. 26 Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн. 27 Калӑпӑр, ӗненмен ҫынсенчен кам та пулин сире хӑнана чӗнет. Эсир кайма килӗшетӗр. Таса чунлӑ юлас тесен мӗн сӗннине пӗр тиркемесӗр ҫийӗр. 28 Анчах кам та пулин сире: «Ку чӳк ҫимӗҫӗ», – тесе каласан, ан ҫийӗр. Ҫапла туни сӗнекен ҫыншӑн та, чуна таса хӑвармашкӑн та кирлӗ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн. 29 Чуна таса хӑвармашкӑн тесе эпӗ сирӗн пирки мар, ҫав ҫын пирки калатӑп. Манӑн ирӗклӗхӗм ҫын чунӗ умӗнче яваплӑ мар. 30 Эпӗ Турра тав туса ҫиетӗп пулсан, тав туса ҫинӗ ҫимӗҫшӗн мана мӗншӗн хурламалла? 31 Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр. 32 Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр. 33 Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia