Колоссӑсем патне 3 - Синодальный НЗ3-мӗш сыпӑк 1 Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать. 2 Ҫӗр ҫинчи пирки мар, ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр. 3 Мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинчи ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫшӑн эсир вилӗ, сирӗн пулас пурӑнӑҫӑр Турӑпа юнашар ларакан Христоспа пӗрле упранать. 4 Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр. 5 Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех. 6 Ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑмлисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет. 7 Тахҫан, вӗсемпе пӗрле пурӑннӑ чухне, эсир хӑвӑр та ҫавнашкал кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн каятӑрччӗ. 8 Халӗ ҫавсене йӑлтах: тарӑхӑва, ҫилле, хаярлӑха – пӑрахӑр. Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан хурласа калаҫни, усал сӑмах ан тухтӑр. 9 Пӗр-пӗрне ан суйӑр, мӗншӗн тесен эсир кивӗ ҫынна унӑн мӗн пур ӗҫӗ-пуҫӗпех хӑвӑр ҫинчен кивӗ тумтир пек хывса пӑрахрӑр, 10 ҫӗннине тӑхӑнтӑр. Турра пӗлес тесе эсир ҫӗнелсе, хӑвӑра Пултаракан евӗрлӗ пулса пыратӑр, 11 ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те. 12 Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх. 13 Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр. 14 Ҫак ҫӗнӗ тум ҫинчен юратулӑх пиҫиххине ҫыхӑр. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни – юратулӑх. 15 Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр. 16 Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр. 17 Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр. Пӗрлехи ҫӗнӗ пурӑнӑҫри тивӗҫсем 18 Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене пӑхӑнӑр, ҫакӑ сирӗн Хуҫа Турӑ умӗнчи тивӗҫӗр. 19 Эсир те, упӑшкисем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе кӑра ан пулӑр. 20 Эй, ачасем! Аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшӗнчен те итлӗр, ҫакӑ Хуҫа Турра юрӑхлӑ. 21 Эй, ашшӗсем! Ачӑрсен ӗмӗтне татас мар тесен, вӗсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр. 22 Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр. 23 Хӑвӑр мӗн тунине йӑлтах ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн тунӑ пек пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑр. 24 Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр. 25 Кам та кам усал тӑвать, ӑна хӑйне те усалпа тавӑрса парӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia