Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанн 6 - Синодальный НЗ


6-мӗш сыпӑк Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни
( Мф. 14:13-21 ; Мк. 6:30-44 ; Лк. 9:10-17 )

1 Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.

2 Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ.

3 Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.

4 Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ.

5 Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?»

6 Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна Вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ.

7 «Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп.

8 Иисусӑн пӗр вӗренекенӗ, Петр текен Симонӑн шӑллӗ Андрей, Ӑна ҫапла каланӑ:

9 «Кунта пӗр ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур. Анчах ҫакӑн чухлӗ халӑха вӑл ӑҫтан ҫиттӗр?»

10 «Халӑха ларма хушӑр», – тенӗ Иисус. Ҫапла вара пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ, вырӑнӗ унта ҫеремлӗ пулнӑ.

11 Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ.

12 Пурте ҫисе тӑрансан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр».

13 Лешсем вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫинӗ хыҫҫӑн юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ. Пурӗ вун икӗ кунтӑк тултарнӑ.

14 «Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.

15 Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ.


Иисус шыв ҫийӗпе утни
( Мф. 14:22-27 ; Мк. 6:45-52 )

16 Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ.

17 Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ.

18 Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханма тытӑннӑ.

19 Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ишсен вӗсем тинӗс ҫийӗпе утса кимӗ патне ҫывхаракан Иисуса курнӑ та хӑраса кайнӑ.

20 «Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус.

21 Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ, анчах пӑхаҫҫӗ те кураҫҫӗ: кимӗ хӑйсем ҫитес ҫырана ҫитсе те тӑнӑ иккен.


Иисус Христос – пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ

22 Тинӗс леш енче юлнӑ ҫынсем тепӗр кунне ҫыранта ӗнер пӗр кимӗ кӑна пулнине аса илнӗ. Унтан та ытларах, вӗсем Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗ ҫине кӗменнине те, вӗренекенӗсем Унсӑрах ишсе кайнине те пӗлнӗ.

23 Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ.

24 Анчах Иисус та, вӗренекенӗсем те ку ҫыранта ҫуккине пӗлсен халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнӑ.

25 Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?»

26 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эсир Мана хӑватсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр.

27 Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».

28 «Ӗҫӗмӗрсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?» – ыйтнӑ вара вӗсем.

29 «Турӑ Янине ӗненесси Турра юрӑхлӑ пӗртен-пӗр ӗҫ пулать», – хуравланӑ вӗсене Иисус.

30 «Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

31 Пирӗн аттемӗрсем пуш хирте маннӑ ҫинине астӑватӑр ӗнтӗ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Ҫиме вӗсене ҫӳлтен Турӑ ҫӑкӑр панӑ“».

32 «Чӑн-чӑнах калатӑп, – тенӗ Иисус. – Ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн-чӑн ҫӑкӑра сире Ман Аттем парать.

33 Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни».

34 Вара вӗсем Ӑна тархасла пуҫланӑ: «Хуҫамӑр! Пире яланах ҫав ҫӑкӑра парса тӑрсамччӗ!»

35 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ.

36 Анчах та, Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Мана куртӑр, ҫапах та ӗненместӗр.

37 Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.

38 Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.

39 Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла.

40 Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».

41 «Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ.

42 «Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»

43 «Ан ӳпкелешӗр, – тенӗ вӗсене Иисус.

44 – Мана кунта яракан Атте ҫавӑтса пымасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ. Хам патӑма ҫитнисене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.

45 Пророксен кӗнекинче „Турӑ вӗсене пурне те вӗрентӗ“ тесе ҫырнӑ. Аттене итлесе вӗренекен кашни ҫын Ман патӑма ҫитет.

46 Ку сӑмах Аттене кам та пулин курнине пӗлтермест. Турӑран Килни кӑна Ашшӗне курнӑ.

47 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.

48 Эпӗ – пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ.

49 Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пуш хирте маннӑ ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ.

50 Ҫӳлтен анакан ку ҫӑкӑр вара ҫавнашкал: ӑна ҫиекен нихӑҫан та вилмест.

51 Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».

52 «Епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме парӗ?» – тесе иудейсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ.

53 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Юнне ӗҫмесен, чӗрӗлӗхлӗ пулаймӑр.

54 Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Юлашки кун ҫитсен, Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп.

55 Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ҫимӗҫ – Манӑн Ӳтӗм, чӑн-чӑн ӗҫме – Манӑн Юнӑм.

56 Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп.

57 Мана янӑ чӗрӗлӗхлӗ Аттем Мана чӗрӗлӗх панӑ пекех, Манӑн Ӳтӗме ҫиекене те Эпӗ чӗрӗлӗх парӑп.

58 Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ».

59 Ҫак сӑмахсене Вӑл Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне каланӑ.


Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем

60 Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?»

61 «Сире ҫакӑ та пӑтраштарать-и? – тенӗ вӗсене Иисус, ҫав сӑмахсемшӗн вӗренекенӗсем ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса.

62 – Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир?

63 Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ.

64 Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ.

65 Унтан хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа та Эпӗ сире Аттем пулӑшмасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ тесе каларӑм».

66 Ҫавӑн хыҫҫӑн чылай вӗренекенӗ Иисусран сивӗннӗ, Унпа ҫӳреме пӑрахнӑ.

67 «Сирӗн те пӑрахса каяс килмест-и?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Иисус Вун иккӗшӗнчен.

68 «Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра.

69 Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».

70 «Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!»

71 Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен Иуда, Вун иккӗшӗнчен пӗри пулин те, Иисуса сутма шухӑш тытнӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan