Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанн 4 - Синодальный НЗ


4-мӗш сыпӑк Иисуспа Самари хӗрарӑмӗ

1 Иисусӑн вӗренекенӗсем йышлансах пынӑ, Вӑл Иоанран та ытларах шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне ҫитнӗ.

2 Тӗрӗссипе вара, Иисус Хӑй шыва кӗртмен, вӗренекенӗсем кӗртнӗ.

3 Фарисейсем Хӑйӗн ҫинчен илтнине пӗлсен Иисус каллех Иудейӑран Галилейӑна кайнӑ.

4 Унӑн Самари ҫӗрӗпе иртмелле пулнӑ.

5 Ҫапла вара Вӑл Самарири Сихарь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ анапа юнашарах вырнаҫнӑ.

6 Унта Иаков ҫӑлӗ те пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑ Иисус ҫав ҫӑл патне канма ларнӑ. Кӑнтӑр вӑхӑчӗ ҫитсе пынӑ.

7 Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. «Шыв ӗҫтерсемччӗ», – тенӗ ӑна Иисус.

8 Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.

9 Самари хӗрарӑмӗ Ӑна: «Епле-ха Эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» – тесе каланӑ. Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман пулнӑ.

10 Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».

11 «Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Санӑн ӑсмалли те ҫук-ҫке, ҫӑлӗ вара тарӑн. Ӑҫтан-ха апла Санӑн чӗрӗлӗх шывӗ пултӑр?

12 Пире ку ҫӑла алтса парса хӑварнӑ Иаков мӑн асаттерен те аслӑрах-им вара Эсӗ? Вӑл хӑй те, ачисем те ҫак ҫӑлтанах ӗҫсе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхне те ҫакӑнтах шӑварнӑ».

13 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Кам ҫак шыва ӗҫет, тепӗртакран унӑн каллех ӗҫесси килет.

14 Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».

15 «Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Ҫав шыва мана ӗҫтерсемччӗ, манӑн тек нихҫан та ӑшӑм ан хыптӑрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ».

16 «Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус.

17 «Манӑн упӑшкам ҫук», – тавӑрнӑ хирӗҫ хӗрарӑм. «Упӑшкам ҫук тесе эсӗ тӗрӗсех каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус.

18 – Пилӗк хут качча кайнӑ пулин те, халӗ пӗрле пурӑнаканни санӑн упӑшку мар. Эсӗ ҫакна тӗрӗсех каларӑн».

19 «Хуҫамӑр! – тенӗ хӗрарӑм. – Ӗнтӗ пӗлетӗп: Эсӗ – пророк.

20 Пирӗн мӑн асаттесем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ, эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр».

21 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.

22 Эсир, Самари ҫыннисем, мӗне пуҫҫапнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпир вара хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле.

23 Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать.

24 Турӑ Вӑл – Сывлӑш. Ҫавӑнпа пуҫҫапакансен те Ӑна чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалла».

25 Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ.

26 «Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус.

27 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман.

28 Шыв савӑтне лартса хӑварсах хӗрарӑм хулана кайнӑ та ҫынсене ҫапла каланӑ:

29 «Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»

30 Вара ҫынсем хуларан тухса Иисус патне кайнӑ.

31 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.

32 Анчах та Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Манӑн эсир пӗлмен апат-ҫимӗҫ пур».

33 Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ.

34 Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.

35 Эсир марччӗ-и-ха: „Тепӗр тӑватӑ уйӑхран тырӑ вырмалла пулать“, – тесе калаканнисем? Эпӗ сире калатӑп: куҫӑрсене уҫса тырӑ пуссине сӑнӑр-ха: тырри пиҫсе ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ ӗнтӗ.

36 Выраканӗ, хӑйӗн пайтине илсе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать. Ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнӗҫ.

37 Мӗншӗн тесен кунта шӑпах „пӗри акать, тепри вырать“ текен каларӑш вырӑнлӑ.

38 Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ҫав уй-хирте пӗрисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсемпе пӗрле вырнипех пая кӗретӗр».

39 Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.

40 Ҫавӑнпа Самари ҫыннисем, Иисус патне пырсан, Ӑна пӗр вӑхӑт хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.

41 Унӑн Хӑйӗн сӑмахӗсене илтсен ӗненекенсем татах нумайланнӑ.

42 Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».


Пуҫлӑх ывӑлне сыватни
( Мф. 8:5-13 ; Лк. 7:1-10 )

43-44 Пророка хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, икӗ кун иртсен, Иисус Галилейӑна кайнӑ.

45 Галилейӑна пырсан, унти ҫынсем Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен Иерусалимри пасха уявӗнче Иисус кӑтартнӑ хӑватсене вӗсем куҫӑнах курнӑ пулнӑ.

46 Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.

47 Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтнӗ улпут Ун патне пынӑ. Вӑл Иисуса хӑйӗн вилесле выртакан ывӑлне кайса сыватма тархасланӑ.

48 «Тӗрлӗ паллӑсем, хӑватсем курмасӑр эсир ӗненекен марччӗ-ҫке», – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус.

49 Пуҫлӑх Ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр! Ывӑлӑм вилсе кайиччен атя-ха пирӗн пата каяр».

50 «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, каях», – тенӗ ӑна Иисус. Унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ ҫын кайнӑ вара.

51 Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем тӗл пулнӑ. «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем.

52 Вӑл тарҫисенчен ывӑлӗ миҫе сехетсенче самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле унӑн сив чирӗ иртсе кайрӗ», – тенӗ лешсем.

53 Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ.

54 Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна тавӑрӑнсан тунӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan