Иоанн 20 - Синодальный НЗ20-мӗш сыпӑк Иисус чӗрӗлсе тӑни ( Мф. 28:1-10 ; Мк. 16:1-8 ; Лк. 24:1-12 ) 1 Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ. 2 Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина. 3 Петрпа тепӗр вӗренекен ҫав самантрах тухнӑ та тупӑклӑх патне васканӑ. 4 Иккӗшӗ те пӗрлех чупма пуҫланӑ пулин те, леш вӗренекенӗ, Петртан хытӑрах чупса, Иисуса пытарнӑ вырӑна маларах ҫитнӗ. 5 Вӑл шӑтӑкран пӗшкӗнсе пӑхнӑ та пирсем выртнине асӑрханӑ. Ҫапах та хӑй шала кӗмен. 6 Петр текен Симон та ун хыҫҫӑн чупса ҫитнӗ. Вӑл тупӑклӑха кӗнӗ те унта Иисус ӳтне чӗркенӗ пирсем 7 тата Иисусӑн пуҫне витнӗ тутӑр выртнине кӑна асӑрханӑ. Чӗркенӗ тутӑр пирсенчен уйрӑм выртнӑ. 8 Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, ҫаксене курсассӑн вӑл Хуҫамӑр вилӗмрен чӗрӗлнине ӗненнӗ. 9 Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха. 10 Вара вӗренекенӗсем каллех хӑйсем патне тавӑрӑннӑ. Иисус Мария Магдалинӑна курӑнни ( Мк. 16:9-11 ) 11 Мария тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ. Ҫапла йӗре-йӗрех вӑл ҫӗр хӑвӑлне пӗшкӗнсе пӑхнӑ. 12 Вӑл унта шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах кайнӑ. Пӗри Иисус выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ. 13 «Эй, хӗрарӑм, мӗншӗн йӗретӗн?» – тенӗ ӑна ангелсем. «Хуҫама илсе кайнӑшӑн, Ӑна ӑҫта хунине те пӗлменшӗн йӗретӗп», – тенӗ вӗсене Мария. 14 Ҫапла каласан вӑл хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Иисус тӑнине курнӑ. Анчах та Мария Иисуса палласа илеймен. 15 «Эй, хӗрарӑм! Мӗншӗн йӗретӗн? Кама шыратӑн?» – тенӗ ӑна Иисус. Ку пахчаҫӑ пулӗ-ха тесе, Мария Ӑна ҫапла каланӑ: «Эй, ырӑ Ҫыннӑм! Эсӗ Унӑн ӳтне илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине каласамччӗ. Эпӗ Ӑна кайса илӗттӗм». 16 «Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет. 17 «Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп». 18 Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Иисус вӗренекенӗсене курӑнни ( Мф. 28:16-20 ; Мк. 16:14-18 ; Лк. 24:36-49 ) 19 Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл. 20 Ҫапла каласан Иисус вӗсене Хӑйӗн алли-урине, аякне кӑтартнӑ. Хуҫамӑра курсан вӗренекенӗсем питӗ савӑнса кайнӑ. 21 «Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп». 22 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем ҫине вӗрнӗ те ҫапла каланӑ: «Манран ҫак Святой Сывлӑша йышӑнӑр. 23 Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ». 24 Вун иккӗшӗнчен пӗри, Йӗкӗреш текен Фома, Иисус пӳрте кӗрсе тӑнӑ чухне унта вӗсемпе пулман. 25 «Эпир Хуҫамӑра куртӑмӑр!» – тенӗ ӑна ытти вӗренекенӗсем. «Пӑталасан суранланнӑ аллисене, аяк пӗрчисене тытса пӑхмасӑр ӗненместӗпех!» – тенӗ Фома ыттисене. Иисуспа Фома 26 Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» 27 Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!» 28 «Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома. 29 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн. Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ». Ку кӗнекен тӗллевӗ 30 Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус тата нумай хӑватсем туса кӑтартнӑ пулнӑ. Ку кӗнекере вӗсем пирки ҫырман. 31 Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia