Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанн 18 - Синодальный НЗ


18-мӗш сыпӑк Иисуса тытни
( Мф. 26:47-56 ; Мк. 14:43-50 ; Лк. 22:47-53 )

1 Кӗлӗ туса пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон айлӑмӗн тепӗр енне кайнӑ, унта сад пулнӑ. Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле ҫав сада кӗнӗ.

2 Иисус унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах ҫӳрекеленӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑн пирки Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.

3 Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.

4 Иисус, Хӑйӗнпе мӗн пуласса йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: «Кама шыратӑр?»

5 «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ.

6 Иисус «Эпӗ-ха Вӑл» тенине илтсессӗнех вӗсем каялла чакнӑ та, ӳксе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ.

7 Вӑл вӗсенчен каллех: «Кама шыратӑр?» – тесе ыйтнӑ. «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем.

8 «Эпӗ-ха Вӑл тесе каларӑм-ҫке сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Мана шыратӑр пулсан эппин ыттисене ан тивӗр, вӗсене кайма ирӗк парӑр».

9 Ҫапла майпа „Эсӗ Мана панисене Эпӗ пурне те упраса хӑвартӑм“ тесе маларах калани пурнӑҫланнӑ.

10 Петр текен Симонӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ.

11 «Хӗҫне йӗннине чиксе хур, – тенӗ Иисус Петра. – Аттем панӑ асап куркине Манӑн ӗҫмелле марччӗ-им вара?»

12 Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.

13 Ӑна малтанах Анна патне илсе пынӑ. Анна вӑл ҫав ҫул аслӑ священникра ларакан Каиафӑн хуньӑшӗ пулнӑ.

14 «Халӑх ырлӑхӗшӗн пӗр ҫын пӗтни лайӑхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шӑпах ҫав Каиафа пулнӑ.


Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
( Мф. 26:69-70 ; Мк. 14:66-68 ; Лк. 22:55-57 )

15 Иисус хыҫӗнчен Петр текен Симонпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ. Ҫав вӗренекенне аслӑ священник палланӑ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗме пултарнӑ.

16 Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ.

17 Вара ҫав хӗрарӑм чура Петра каланӑ: «Эсӗ те Ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» «Ҫу-ук», – тавӑрнӑ Петр.

18 Ҫанталӑк сивӗ пулнӑран тарҫӑсемпе чурасем вут хурса ӑшӑнса тӑнӑ. Петр та вӗсемпе пӗрле пулнӑ.


Аслӑ священник Иисуса тӗпчени
( Мф. 26:59-66 ; Мк. 14:55-64 ; Лк. 22:66-71 )

19 Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ.

20 «Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.

21 Эсӗ мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине итленӗ ҫынсенчен кайса ыйт. Эпӗ мӗн вӗрентнине вӗсем пӗлеҫҫӗ».

22 Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл.

23 «Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан мӗн тӗрӗс маррине ӑнлантарса пар, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эпӗ тӗрӗсех каларӑм пулсан эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн?»

24 Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.


Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулни
( Мф. 26:71-75 ; Мк. 14:69-72 ; Лк. 22:58-62 )

25 Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр.

26 Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хайхи хӑлхине Петр касса татнин тӑванӗ, ҫапла ыйтнӑ: «Эпӗ сана садра Унпа пӗрле курманччӗ-и-ха?»

27 Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулнӑ. Ҫав самантра автан авӑтса янӑ.


Иисус Пилат патӗнче
( Мф. 27:1-2 , 11-14 ; Мк. 15:1-5 ; Лк. 23:1-5 )

28 Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.

29 Ҫавӑнпа та Пилат хӑй вӗсенчен тухса ыйтнӑ: «Эсир Ку Ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?»

30 Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр».

31 «Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем.

32 Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ.

33 Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?»

34 «Эсӗ ху ҫапла шутлатӑн-и е ҫын сӑмахӗпе Ман пирки ҫапла калатӑн?» – ыйтнӑ Иисус.

35 «Эпӗ иудей-и-мӗн? – хирӗҫленӗ Пилат. – Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священник ман алла тытса пачӗҫ. Мӗн тунӑ вара Эсӗ?»

36 Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар».

37 «Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».

38 «Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп.


Иисуса вӗлерме ыйтни
( Мф. 27:15-31 ; Мк. 15:6-20 ; Лк. 23:13-25 )

39 Сирӗн йӑлӑрпа манӑн пасха уявӗ тӗлне тӗрмери пӗр ҫынна кӑларса яма ирӗк пур. Эсир хирӗҫ мар пулсан, Иудея Патши текеннине кӑларса ярӑп».

40 Вара пурте каллех: «Ӑна мар, Вараввӑна кӑларса яр!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Варавва ятли вӑрӑ-хурах пулнӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan