Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанн 16 - Синодальный НЗ


16-мӗш сыпӑк

1 «Ҫакна Эпӗ сире ӗненӳре ан иккӗленччӗр тесе каларӑм.

2 Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.

3 Аттеме те, Мана та пӗлменрен вӗсем ҫапла хӑтланӗҫ.

4 Ҫакна Эпӗ сире ҫав вӑхӑт ҫитсен Ман сӑмахӑмсене аса илччӗр тесе каларӑм. Хам сирӗнпе пулнӑ пирки маларах ун ҫинчен пӗлтермерӗм».


Святой Сывлӑш килесси

5 «Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама кунта Яракан патне каятӑп. Анчах сирӗнтен пӗри те: „Ӑҫта каятӑн?“ – тесе ыйтмасть.

6 Ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкнине куратӑп.

7 Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп.

8 Лӑплантаракан Сывлӑш килӗ те – ҫылӑх ҫинчен, тӗрӗслӗх ҫинчен, суд ҫинчен тӗнче тӗрӗс мар шутланине кӑтартса парӗ.

9 Сывлӑш ҫынсем ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Мана ӗненмеҫҫӗ.

10 Эпӗ тӳрӗ пулнине те Сывлӑш кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх кураяс ҫук.

11 Турӑ сучӗ пуррине те Сывлӑш кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхне айӑпланӑ ӗнтӗ.

12 Калас сӑмахӑм татах нумай, анчах та эсир халӗ пурне те ӑнланаймӑр.

13 Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ.

14 Сывлӑш Мана мухтава кӑларӗ, мӗншӗн тесен сире мӗн пӗлтерессине Вӑл Манран илӗ.

15 Аттемӗн мӗн пурри пӗтӗмпех Манӑн. „Манран мӗн илтнине сире Сывлӑш пӗлтерӗ“ тесе ҫавӑнпа каларӑм та».


Хуйхӑ савӑнӑҫпа ылмашӗ

16 «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп».

17 Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Мӗн тесшӗн ара Вӑл? „Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр“, – тет. Тата: „Эпӗ Аттем патне каятӑп“ – тет.

18 „Кӗҫех ӗнтӗ“ тенине тата мӗнле ӑнланмалла-ши? Тем калать Вӑл, ним те ӑнланмастпӑр», – тенӗ вара вӗсем.

19 Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и?

20 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир ӗсӗклесе йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр, анчах та тӗнче савӑнӗ. Эсир хуйха ӳкӗр, анчах та сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫпа ылмашӗ.

21 Ача ҫуратнӑ чухне хӗрарӑм тертленет, мӗншӗн тесессӗн унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Анчах та, ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын килнишӗн савӑннипе вӑл терчӗ ҫинчен манса каять.

22 Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.

23 Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.

24 Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ».


Христос тӗнчене ҫӗнтерни

25 «Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм. Аттем ҫинчен уҫҫӑн калас вӑхӑт, ытарлӑхсем калама пӑрахас вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.

26 Ҫав кун эсир Аттемрен Ман ятӑмпа ыйтӑр. Сирӗншӗн Аттеме тархаслӑп теместӗп,

27 мӗншӗн тесен эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.

28 Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».

29 «Акӑ Эсӗ халӗ ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑн, – тенӗ Иисуса вӗренекенӗсем.

30 – Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр».

31 «Тинех ӗненетӗр-и? – тенӗ вӗсене Иисус.

32 – Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар.

33 Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan