Иоанн 14 - Синодальный НЗ14-мӗш сыпӑк Иисус – ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те 1 «Сирӗн кӑмӑлӑр ан пӑсӑлтӑр. Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр. 2 Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Сахал пулсан: „Сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп. 3 Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм. 4 Эпӗ ӑҫта каяссине те, унта каймалли ҫулне те эсир пӗлетӗр», – тенӗ Иисус. 5 «Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр, – тенӗ Ӑна Фома, – апла ҫулне пирӗн мӗнле пӗлес?» 6 «Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ. 7 Эсир Мана пӗлнӗ пулсан Аттеме те пӗлӗттӗр. Паянтан вара эсир Ӑна пӗлтӗр кӑна мар, куртӑр та». 8 «Хуҫамӑр! Аттемӗре кӑтартсам, пире урӑх ним те кирлӗ мар», – тенӗ Ӑна Филипп. 9 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн? 10 Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать. 11 Эпӗ Аттемре тенине те, Аттем Манра тенине те ӗненӗр. Каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене курса ӗненӗр. 12 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ҫын Эпӗ тӑвакан ӗҫех тӑвӗ, унтан та ытларах тума пултарӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп. 13 Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп. 14 Ман ятӑмпа мӗн те пулин ыйтсан та Эпӗ ҫавна пурнӑҫлӑп». Святой Сывлӑш ҫинчен калани 15 «Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр. 16 Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ. 17 Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ. 18 Сире тӑлӑха хӑвармӑп, Эпӗ каллех килӗп. 19 Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр. 20 Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр. 21 Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнӑҫласа тӑрать, ҫав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратӗ. Мана савакана юратса, Эпӗ ун патне хамах пырӑп». 22 Вара Иуда – Искариот мар, урӑххи – Унран ыйтать: «Хуҫамӑр! Мӗншӗн Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире кӑтартасшӑн?» 23 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр. 24 Мана юратманни Ман сӑмаха пурнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах вара Манӑн мар, Мана кунта яракан Аттемӗн. 25 Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чух калас терӗм. 26 Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ. 27 Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр! 28 „Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах. 29 Ҫапла вара, мӗн калани пурнӑҫлансан ӗненччӗр тесе, Эпӗ сире ун ҫинчен малтанах пӗлтерес терӗм. 30 Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ! 31 Анчах та тӗнчен Эпӗ Аттеме юратнине пӗлмеллех. Ҫавӑнпа та Эпӗ Аттем мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑватӑп. Ӗнтӗ тӑрар та кунтан каяр». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia