Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанн 12 - Синодальный НЗ


12-мӗш сыпӑк Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
( Мф. 26:6-13 ; Мк. 14:3-9 )

1 Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.

2 Иисус пынӑ ятпа унта каҫхи апат хатӗрленӗ. Марфа хӑнасене пӑхнӑ. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ.

3 Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ.

4 Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот, Симон ывӑлӗ, ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ:

5 «Ку ҫӑва виҫ ҫӗр динарийлӗх сутса укҫине чухӑнсене валеҫсе памалла марччӗ-и?»

6 Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ.

7 «Ан чӑрмантарӑр ӑна, – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. – Вӑл ку ҫӑва Мана пытарас кун валли усрать.

8 Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».

9 Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.

10 Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерес тесе кавар тунӑ.

11 Мӗншӗн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ӗненме пуҫланӑ.


Иисус Христос Иерусалима кӗни
( Мф. 21:1-11 ; Мк. 11:1-11 ; Лк. 19:28-40 )

12 Тепӗр кунне пасха уявне пынӑ халӑх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарӑлнӑ.

13 Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем.

14 Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ:

15 «Эй, Сион хӗрӗ, ан хӑра! Акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет».

16 Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ.

17 Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, епле ӑна чӗртсе тӑратнине курнӑ-илтнӗ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ.

18 Ҫав хӑвата Иисус тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна хирӗҫ тухнӑ.

19 «Куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр, пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять», – тесе калаҫнӑ хӑйсем хушшинче фарисейсем.


Грексемпе тӗл пулни

20 Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче грексем те пулнӑ.

21 Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ.

22 Хайхи Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрея кайса калать. Унтан вара вӗсем, Андрейпа иккӗшӗ, ҫавӑн ҫинчен Иисуса Хӑйне пӗлтереҫҫӗ.

23 Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ.

24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тӑпрана ӳксен шӑтман тулӑ пӗрчи пӗр пӗрчӗ халлӗнех упранса юлать. Анчах та, хӑй пӗтсе шӑтса тухсан, тулли пучах пултарать.

25 Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ.

26 Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».


Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ ҫинчен малтанах каласа хуни

27 «Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.

28 Эй, Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та чаплӑлатӑп!» – тенӗ сасӑ илтӗннӗ.

29 Унта тӑракан халӑх та ҫав сасса илтнӗ. «Аслати пулчӗ пулас ку», – тенӗ пӗрисем. «Ангел Унпа калаҫрӗ», – тенӗ теприсем.

30 Ҫакнашкал калаҫнине илтсен Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ку сасӑ Маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ!

31 Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.

32 Ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, Эпӗ пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп!»

33 Ҫак сӑмахсемпе Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилессе систернӗ.

34 «Христос ӗмӗр-ӗмӗр пуласса эпир саккун кӗнекинченех пӗлетпӗр, – тенӗ ҫынсем. – Епле тата Эсӗ „Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинчен ҫӗкленмелле“ тетӗн? Ҫав „Этем Ывӑлӗ“ текенни кам вара Вӑл?»

35 Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.

36 Ҫутӑ пур чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ачисем пулӑр!» Ҫак сӑмахсене каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайса ҫухалнӑ.


Иудейсем ӗненменнин сӑлтавӗ

37 Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.

38 Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ. «Эй, Хуҫа Туррӑмӑр, – тенӗ пулнӑ вӑл, – эпир каланине кам ӗненчӗ-ха? Хуҫа Туррӑмӑрӑн хӑвачӗ кама курӑнчӗ?»

39 Вӗсем ӗненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланӑ:

40 «Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».

41 Ҫак сӑмахсене Исаия пророк Ун ҫинчен каланӑ, ӑна Христос мухтава тухасси курӑннӑ пулнӑ.

42 Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман.

43 Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.


Юлашки кун ҫитсессӗн Иисус сӑмахӗ айӑплӗ

44 Иисус кӑшкӑрсах каланӑ: «Мана ӗненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ӗненет.

45 Мана куракан Мана кунта Яракана курать.

46 Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.

47 Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ.

48 Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.

49 Мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран каламастӑп, мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатӑп.

50 Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan