Иоанн 11 - Синодальный НЗ11-мӗш сыпӑк Лазарь вилӗмӗ 1 Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ. 2 Ҫав Мария кайран Хуҫамӑра мирӑ сӗрсе Унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь шӑпах унӑн пиччӗшӗ пулнӑ. 3 Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ. 4 Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир». 5 Иисус Марфӑпа йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ. 6 Ҫапах та, Лазарь чирлени ҫинчен илтнӗ пулин те, Иисус Хӑй чарӑнса тӑнӑ вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ. 7 Кайран тин вӗренекенӗсене каланӑ: «Атьӑр каллех Иудейӑна каяр!» 8 «Равви! – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каясшӑн-и?» 9 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Кун ҫути вун икӗ сехете пымасть-им вара? Кун ҫутипе ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл тӗнче ҫутине курать. 10 Ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ҫутӑсӑр». 11 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: «Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Манӑн ӑна кайса вӑратмалла». 12 «Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем. – Ҫывӑрать пулсассӑн эппин сывалӗ-ха». 13 Иисус вӗсене Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ. Вӗренекенӗсем вара ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 14 Вара Иисус тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ. 15 Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!» 16 Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!» Иисус – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ 17 Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ. 18 Вифани ялӗ Иерусалимран инҫех те мар, пӗр икӗ-виҫӗ ҫухрӑмра ҫеҫ пулнӑ. 19 Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ. 20 Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ. Мария килӗнчех юлнӑ. 21 Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан пиччем вилмен пулӗччӗ! 22 Ҫапах та Эсӗ мӗн ыйтнине Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп». 23 «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ», – тенӗ ӑна Иисус. 24 «Чӗрӗлсе тӑмалли юлашки кун ҫитсен вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса хам та пӗлетӗп-ха», – тенӗ Ӑна Марфа. 25 «Эпӗ – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ, – тенӗ ӑна Иисус. – Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлет. 26 Мана ӗненсе пурӑнакан кирек кам та нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?» 27 «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп». Иисус Лазарьшӗн хурланни 28 Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет». 29 Мария ҫакна илтсенех васкаса тӑнӑ та Ун патне кайнӑ. 30 Иисус ун чухне яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ. 31 Мария хӑвӑрт тӑрса тухнине курсан пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем Мария хӑй пиччӗшӗн тупӑклӑхӗ патне йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ. 32 Мария вара Иисус тӑракан вырӑна пынӑ. Иисуса курсан Ун умне ӳксе пуҫҫапса каланӑ: «Хуҫамӑр, Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ!» 33 Мария та, пӗрле пынӑ иудейсем те хытӑ йӗнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе Иисус пӑлханса кайнӑ та 34 каланӑ: «Ӑҫта пытартӑр эсир ӑна?» «Хуҫамӑр, пырса пӑхсамччӗ», – тенӗ Ӑна. 35 Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ. 36 Ҫавӑн чухне иудейсем: «Курӑр-ха, епле юратнӑ Вӑл ӑна», – тенӗ. 37 «Вӑл суккӑр ҫынна куракан турӗ, – тенӗ хӑшӗ-пӗри. – Тен, Вӑл Лазаре те вилмелле мар тума пултарайӗччӗ?» Иисус Лазаре чӗртсе тӑратни 38 Иисус, ҫаплах чун-чӗререн хурланса, Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ту хӑвӑлӗн шӑтӑкне чулпа хупланӑ пулнӑ. 39 «Чулне куҫарса хурӑр-ха», – тенӗ Иисус. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр, ӑна тупӑклӑха хуни тӑватӑ кун иртрӗ, виле шӑрши те тухнӑ ӗнтӗ». 40 «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус. 41 Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана. 42 Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм». 43 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!» 44 Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус. Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар ( Мф. 26:1-5 ; Мк. 14:1-2 ; Лк. 22:1-2 ) 45 Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ. 46 Хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 47 Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать. 48 Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ». 49 Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: «Эсир ним те ӑнланмастӑр. 50 Пӗтӗм халӑх пӗтнинчен пӗри халӑх ырлӑхӗшӗн пӗтни хамӑршӑнах лайӑх пуласси пирки ӑнланмастӑр-им?» 51 Ҫак сӑмахсене вӑл хӑй ячӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ. 52 Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ. 53 Ҫав кунран вара вӗсем Иисуса вӗлерме калаҫса татӑлнӑ. 54 Ҫавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пуш хир ҫывӑхӗнчи Ефраим хулине кайнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ. 55 Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Таврари чылай халӑх пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ. 56 Ҫынсем, Иисуса шыраса, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗринчен: «Мӗнле шухӑшлатӑр? Уява килет-ши Вӑл?» – тесе ыйтнӑ. 57 Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia