Иоанӑн 1-мӗш 5 - Синодальный НЗ5-мӗш сыпӑк Ӗненни – тӗнчене ҫӗнтерни 1 Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать. 2 Эпир Турӑ ачисене юратни ҫакӑнтан палӑрать: эпир Турра юрататпӑр, Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр. 3 Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар. 4 Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ. 5 Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ тенине ӗненекен тӗнчене ҫӗнтермесен, урӑх кам ҫӗнтерейӗ? Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни 6 Иисус Христос Вӑл пирӗн пата шывпа юн урлӑ, Сывлӑш пӗлтерсе ҫирӗплетнипе килнӗ. Вӑл шывпа тӗне кӗрсе кӑна мар, хӗрес ҫинче юн юхтарса килнӗ. Ҫавӑн ҫинчен Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет, мӗншӗн тесен Сывлӑш вӑл чӑнлӑх. 7 Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр. 8 Ҫавӑн ҫинчен ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Святой Сывлӑш парнисем, шыв тата юн. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те пӗрешкелех каласа пӗлтереҫҫӗ. 9 Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ. 10 Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать. 11 Ҫирӗплетсе калани вара ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ – Ывӑлӗнче. 12 Христоса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнаканӑн ҫав чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнман ҫыннӑн вара – ҫук. Пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ 13 Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр. 14 Ҫавӑнпа та эпир Турӑ умӗнче хамӑра ҫирӗп кӑмӑллӑ тыткалатпӑр: эпир Унран, Хӑй вӗрентнӗ пек, кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлет. 15 Кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлессе пӗлетпӗр пулсан, хамӑр Унран мӗн ыйтнине йӑлтах илессе те пӗлетпӗр. 16 Кам ӗненекен тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнине курать, ҫав тӑванӗшӗн кӗлтутӑр. Турӑ вара ӑна чӗрӗлӗх парӗ. Ҫакна эпӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнисем пирки калатӑп. Анчах та вилӗм кӳрекен ҫылӑха кӗрекенсем те пур. Сирӗн вӗсемшӗн те кӗлтумалла теместӗп эпӗ. 17 Кирек епле усал ӗҫ те ҫылӑх, анчах та вилӗм кӳмен ҫылӑх та пур. 18 Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть. 19 Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр. 20 Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх. 21 Эй, ачамсем! Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрханса пурӑнӑр. Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia