Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанӑн 1-мӗш 4 - Синодальный НЗ


4-мӗш сыпӑк Турӑ Сывлӑшӗ тата антихрист сывлӑшӗ

1 Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.

2 Турӑ Сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫапла майпа уйӑрса илӗр: Иисус – ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнакан кирек епле Сывлӑш та – Турӑран.

3 Иисус – ҫӗр ҫине ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнман кирек епле сывлӑш та – Турӑран мар, вӑл антихрист сывлӑшӗ. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, антихрист тӗнчене килнӗ те ӗнтӗ.

4 Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.

5 Суя пророксем – тӗнченӗн, вӗсем тӗнче ӑнланмалла калаҫаҫҫӗ те – тӗнче вӗсене итлет.

6 Эпир – Туррӑн. Турра пӗлекен пире итлет. Кам Туррӑн мар, ҫав пире итлемест. Чӑнлӑх Сывлӑшне аташтаракан сывлӑшран ҫапла майпа уйӑрса илетпӗр те.


Турӑ вӑл – юратулӑх

7 Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.

8 Юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесен Турӑ вӑл юратулӑх.

9 Турӑ пире юратни ҫакӑнтан палӑрать: Ывӑлӗ урлӑ пирӗн чӗрӗлӗх илмелле пултӑр тесе Турӑ тӗнчене Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне янӑ.

10 Чӑн юратулӑх – эпир Турра юратни мар, Турӑ пире юратни. Пире юратнӑран ӗнтӗ Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине ярса пирӗн ҫылӑхсемшӗн парнелӗхе кӳнӗ.

11 Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ пире ҫав териех юратать пулсан, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.

12 Турра никам та нихӑҫан та курман. Анчах та эпир пӗр-пӗрне юратсан Турӑ пирӗн чунра пулать, Турӑ юратулӑхӗ пирӗн ӑшра тулли пулать.

13 Хамӑр Унра пулнине, Вӑл та пирӗнте пулнине Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр.

14 Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.

15 Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнакан ҫынра Турӑ пулать, ҫынни те Турӑра пулать.

16 Турӑ пире епле юратнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫав юратулӑха ӗнентӗмӗр. Турӑ вӑл юратулӑх, ҫавӑнпа та юратуллӑ пурӑнакан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать.

17 Ӗнтӗ пирӗн ӑшӑмӑрсенчи юратулӑх чи паха шая ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та, эпир тӗнчере Вӑл пурӑннӑ пек пурӑннӑран, суд кунӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑпӑр.

18 Юратулӑхра хӑрани ҫук, тулли юратулӑх хӑранине пӗтерет, мӗншӗн тесен хӑрани вӑл – ҫитес айӑплав ҫинчен шухӑшлани. Хӑракан туллин юратма пултараймасть.

19 Турӑ пире маларахран юратнӑ, ҫавӑнпа та Ӑна юратар.

20 Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?

21 Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan