Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Иоанӑн 1-мӗш 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк

1 Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.

2 Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.

3 Ӑна шанса пурӑнакан кашни ҫынах, Христос пек таса пуласчӗ тесе, хӑйне тасатать.

4 Ҫылӑха кӗрекен кашни ҫынах Турӑ йӗркине пӑсать, мӗншӗн тесен ҫылӑх вӑл – Турӑ йӗркине пӑсни.

5 Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илмешкӗн килнине, Унра ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.

6 Ӑна ӗненсе пурӑнакан ҫылӑха кӗмест. Ҫылӑха кӗрекен вара Ӑна пӗлмест.

7 Эй, ачамсем! Сире никам та илӗртсе ан улталатӑр. Кам тӳрӗлӗхлӗ ӗҫ тӑвать, ҫав Унашкалах тӳрӗлӗхлӗ.

8 Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.

9 Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.

10 Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.


Пӗр-пӗрне юратӑр

11 Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.

12 Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ.

13 Эй, тӑванӑмсем! Тӗнче хӑвӑра кураймасан ан тӗлӗнӗр.

14 Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче.

15 Тӑванне кураймасӑр пурӑнакан вӑл – ҫын вӗлерекен. Кирек епле ҫын вӗлерекен те хӑй ӑшӗнчи ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пӗтерет.

16 Юратулӑх мӗнне эпир пӗлетпӗр: Христос пирӗншӗн чунне панӑ, пирӗн те тӑвансемшӗн чуна пама хатӗр пулмалла.

17 Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?

18 Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.

19 Турӑ умӗнче чӗремӗрсене лӑплантарса, хамӑр чӑнлӑх енче пулнине акӑ мӗнрен пӗлӗпӗр.

20 Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑрах айӑплать пулсан, Турӑ мӗн чухлӗ ытларах айӑплӗ! Мӗншӗн тесен Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах, Вӑл йӑлтах пӗлет.

21 Эй, савнӑ тӑвансем! Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑра айӑпламасть пулсан, эпир Турӑ умне хӑюллӑнах тӑма пултаратпӑр.

22 Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.

23 Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.

24 Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan