Иоанӑн 1-мӗш 1 - Синодальный НЗ1-мӗш сыпӑк Чӗрӗлӗх паракан Сӑмах 1 Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр. 2 Мӗншӗн тесен чӗрӗлӗх паракан килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, курни-илтнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эпир сире Атте Турӑри ҫав ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх хамӑр патӑра килни ҫинчен хыпарлатпӑр. 3 Сирӗн пирӗнпе хутшӑнса пурӑнмашкӑн май пултӑрччӗ тесе сире хамӑр курни-илтни ҫинчен хыпарлатпӑр. Эпир вара Атте Турӑпа тата Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа хутшӑнатпӑр. 4 Ҫак сӑмахсене сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑрччӗ тесе ҫырса яратпӑр. Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх 5 Акӑ, эпир Унран Хӑйӗнчен илтнине сире хыпарлатпӑр: «Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх, Унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук». 6 Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр. 7 Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать. 8 Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать. 9 Хамӑр ҫылӑхсене йышӑнатпӑр пулсан – эппин шанчӑклӑ та тӳрӗлӗхлӗ Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарса, пире тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑхран тасатать. 10 Енчен те эпир хамӑра ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсан – эппин Турра суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр, Унӑн сӑмахӗ пирӗн чӗрене витермен пулать. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia