Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Ефессем патне 6 - Синодальный НЗ


6-мӗш сыпӑк Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем

1 Эй, ачасем! Аҫӑр-аннӗре Хуҫа Турра юрӑхлӑ пек итлӗр, ҫакӑ тӗрӗс пулать.

2 Чи малтанхи пил-хушура пама пулнине шантарса ҫапла каланӑ: «Аҫупа аннӳне хисепле;

3 вара хӑвна лайӑх пулӗ, ҫӗр ҫинчи кун-ҫулу вӑрӑм килӗ».

4 Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр. Вӗсене Хуҫа Турӑ вӗрентӗвӗпе тата ӳкӗчӗпе пӑхса ӳстерӗр.


Чурасемпе хуҫисем

5 Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр.

6 Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр.

7 Ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн ӗҫленӗ пек тӑрӑшса ӗҫлӗр.

8 Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: чура-и, ирӗклӗ ҫын-и – пурпӗрех – кашни мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, Хуҫамӑр ӑна ҫавӑн чухлӗ парӗ.

9 Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть.


Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр

10 Тӑванӑмсем! Тата эпӗ ҫакна каласшӑн: Хуҫа Турӑпа, Унӑн вӑй-хӑвачӗпе тӗрекленӗр.

11 Шуйттанӑн вӑрттӑн каварӗсене хирӗҫ тӑмашкӑн Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр.

12 Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.

13 Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр.

14 Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр.

15 Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтермешкӗн хатӗр пулни сирӗн урана тӑхӑнмалли пултӑр.

16 Унтан та ытларах, ӗненӗвӗн ум хӳттине тытӑр – унпа эсир шуйттанӑн ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратӑр.

17 Тата ҫӑлӑнӑҫӑн шлемне тӑхӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чун-чӗм хӗҫне – Турӑ Сӑмахне – илӗр.

18 Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.

19 Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.

20 Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр.


Сывпуллашни

21 Манӑн ӗҫ-пуҫ ҫинчен, эпӗ мӗн туни ҫинчен вара сире Тихик каласа парӗ. Вӑл манӑн юратнӑ ӗненекен тӑванӑм, Хуҫа Туррӑмӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи.

22 Эпӗ ӑна сирӗн патӑра хамӑр ҫинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятӑм.

23 Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан канӑҫлӑх тата ӗненӳллӗ юратулӑх пултӑр сире, тӑванӑмсем.

24 Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan