Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Ефессем патне 5 - Синодальный НЗ


5-мӗш сыпӑк

1 Ҫапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турӑ евӗр пулма тӑрӑшӑр,

2 пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.

3 Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр.

4 Тата усал сӑмах калани, пуш сӑмах калаҫни, вырӑнсӑр шӳтлени сире килӗшмест, тав сӑмахӗ кӑна килӗшӳллӗ.

5 Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех.


Ҫутӑ ачисем пек пурӑнасси

6 Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет.

7 Ҫавӑнпа та вӗсемпе пӗр каварлӑ ан пулӑр.

8 Эсир те тахҫан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ. Халӗ вара, Хуҫамӑрпа пӗр пулса, ҫутӑлӑха тухрӑр. Эппин ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр.

9 Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑшӑн ҫимӗҫӗсем ҫаксем: ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх.

10 Турра мӗн юрӑхлине пӗлмешкӗн тӑрӑшӑр.

11 Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене ан хутшӑнӑр, хутшӑнма мар – питлӗр.

12 Мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх ачисен вӑрттӑн ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс.

13 Ҫапах та ҫутта пула мӗн питлени палӑрать. Ҫутӑра палӑрни вара йӑлтах курӑнса тӑрать.

14 Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».

15 Ҫавӑнпа та астӑвӑр: хӑвӑра ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек асӑрхануллӑ тытӑр.

16 Вӑхӑта хаклама пӗлӗр, мӗншӗн тесен саманисем пит усал.

17 Ҫапла вара, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмешкӗн тӑрӑшӑр.

18 Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр.

19 Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра мухтаса юрлӑр.

20 Хамӑр Хуҫамӑр Иисус Христос ячӗпе яланах Атте Турра пуриншӗн те тав тӑвӑр,

21 Турӑран хӑраса, пӗр-пӗрне итлесе пурӑнӑр.


Упӑшкисемпе арӑмӗсем

22 Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене Хуҫа Турра пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр.

23 Мӗншӗн тесен Христос – Чиркӗвӗн Пуҫӗ те, Вӑлах – ӗненекенсене Ҫӑлаканӗ те пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулса тӑрать.

24 Чиркӳ Христоса епле пӑхӑнать, арӑмӗн те пур енчен те упӑшкине пӑхӑнмалла.

25 Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ.

26 Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе,

27 мухтавлӑ Чиркӗвӗн – Хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗн – нимӗнле ҫитменлӗх те ан пултӑр тесе, вӑл сӑваплӑ та таса пултӑр тесе тунӑ.

28 Упӑшкисен арӑмӗсене хӑйсен ӳт-пӗвне юратнӑ пекех юратмалла: арӑмне юратакан хӑйне те юратать.

29 Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӳт-пӗвне юратман, курайман ҫын ҫук. Хуҫамӑр Хӑйӗн Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех, этем те хӑйӗн ӳт-пӗвне тутӑ та ӑшӑ усрать.

30 Эпир вара – Унӑн ӳчӗпе шӑм-шакӗнчен пулнӑ Унӑн Ӳт-пӗвӗн пайӗсем.

31 «Ҫавӑнпа та этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ Ҫырнинче.

32 Ҫакӑ питӗ пысӑк вӑрттӑнлӑх; ҫак сӑмахсене Христоспа Чиркӳ пирки те каланӑ тесшӗн эпӗ.

33 Сирӗнтен кашниех арӑмне хӑйне юратнӑ пек юраттӑр. Арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине хисеплетӗр.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan