Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Ефессем патне 4 - Синодальный НЗ


4-мӗш сыпӑк Чиркӳ пӗрлӗхӗ

1 Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр.

2 Йӑваш та сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса-каҫарса пурӑнӑр.

3 Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе пӗр-пӗринпе килӗштерсе упрама тӑрӑшӑр.

4 Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр.

5 Хуҫамӑр пӗрре, ӗненӳ пӗрре, шыва кӗни те пӗрре;

6 Туррӑмӑр пӗрре, Вӑл пурин Ашшӗ те. Вӑл – пуринчен те ҫӳлте, Хӑйӗн хӑватне пурин урлӑ та тӑвать, Вӑл – пурин ӑшӗнче те.

7 Пире кашнинех Христос ырӑлӑх виҫсе панӑ.

8 Ҫавӑнпа ҫапла каланӑ та: «Ҫӳле хӑпарсан Вӑл тӑшманӗсене тыткӑна илнӗ, этемсене вара тивӗҫлӗ парнесем панӑ».

9 „Ҫӳле хӑпарсан“ тени вара мӗне пӗлтерет-ха? Маларах Вӑл ҫӗр тӗпне анса курнине мар-и вара?

10 Ҫапла ӗнтӗ, пӗрре анса, тепре ҫӳл тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленсе, Вӑл ҫут тӗнчене Хӑйӗнпе тултарнӑ.

11 Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ.

12 Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ.

13 Турӑ Ывӑлне ӗненсе, пӗлме тӑрӑшса, эпир пурте пӗр пуличчен, хамӑр та Христос пекех паха, аталанса ҫитнӗ арсем пуличчен ҫапла пулмалла.

14 Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.

15 Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ.

16 Пӗтӗм Ӳт-пӗвӗн – Чиркӗвӗн – тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм Ӳт-пӳ пӗрлӗхлӗ, Ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлет. Пуҫа пула вара пӗтӗм Ӳт-пӳ юратулӑхра ӳссе, хӑйне хӑй аталанса пырать.


Кивӗ пурӑнӑҫран ҫӗнӗ пурӑнӑҫ патне

17 Ҫавӑнпа та эпӗ сире Хуҫа Турӑ ячӗпе тархаслатӑп: малашне тӗлсӗр те пушӑ ӑс-пуҫлӑ ытти халӑхсем пек ан хӑтланӑр.

18 Вӗсен ӑс-тӑнӗ ҫуталман-ха. Турра пӗлменрен, хытӑ чун-чӗреллӗ пулнӑран вӗсем Турӑран ютшӑнса пурӑнаҫҫӗ.

19 Вӗсем, намӑс-симӗсе ҫухатса, нихӑҫан тӑранмасла тем тӗрлӗ ирсӗрленсе, аскӑнлӑха ярӑннӑ.

20 Эсир вара апла мар: Христоса ӗненсессӗн епле пурӑнмаллине пӗлетӗр.

21 Мӗншӗн тесен эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Ӑна ӗненсе чӑнлӑха пӗлнӗ (чӑнлӑх вара – Иисусра).

22 Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине,

23 ӑс-тӑнпа чун-чӗме ҫӗнетмеллине эсир пӗлетӗр.

24 Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ, чӑнлӑха пула тӳрӗ те сӑваплӑ пурӑнакан ҫӗнӗ этем сӑнлӑхне йышӑнмаллине те пӗлетӗр.


Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ йӗрки

25 Сирӗнтен кашниех, суялӑха пӑрахӑҫласа, хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калатӑр, мӗншӗн тесен эпир пӗр ӳт-пӳ пайӗсем.

26 Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр.

27 Шуйттана хӑвӑра улталама ан парӑр.

28 Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр.

29 Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр.

30 Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.

31 Кирек епле тарӑхупа хаярлӑх та, ҫилленӳ те, кӑшкӑрашу та, киревсӗр сӑмах та, ытти усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр.

32 Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan