Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Ефессем патне 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Павел – ытти халӑхсен ӳкӗтлевҫи

1 Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп.

2-3 Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ.

4 Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр.

5 Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ.

6 Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех.

7 Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе мана ырӑлӑхне парнеленине пула, эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑракан пултӑм.

8 Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.

9-10 Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ.

11 Ӗмӗрсем пуҫланичченхи ҫав шухӑшне Турӑ вара Христос Иисус урлӑ, пирӗн Хуҫамӑр урлӑ, пурнӑҫланӑ.

12 Унпа пӗрлӗхлӗ пулса, Ӑна ӗненсе, эпир ҫирӗп кӑмӑллӑн та шанчӑклӑн Турӑ патне ҫывхарма пултаратпӑр.

13 Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп.

14 Эпӗ ҫавӑнпа та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗ умне чӗркуҫленетӗп.

15 Ҫӳл тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кирек епле йӑх-ӑрӑва та ят параканӗ – Вӑл.

16 Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.

17 Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп.

18 Юратулӑх сирӗнте ҫирӗп тымар янӑран сирӗн ытти мӗн пур ӗненекенсемпе пӗрлех ӗненӗвӗн анлӑш-тӑршшӗне, тарӑнӑш-ҫӳллӗшне пӗлмелле пултӑрччӗ,

19 чунӑрсене Туррӑн туллилӗхӗпе пӗтӗмпех тултармашкӑн Христосӑн ӑсласа илейми юратулӑхне ӑнланмалла пултӑрччӗ тетӗп.

20 Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе пирӗн ӑшӑмӑрта хамӑр ыйтнинчен те, ӗмӗтленнинчен те ытларах Тӑвакана мухтав пултӑр.

21 Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Чиркӳре ламран лама, ӗмӗр-ӗмӗр Турра мухтав пултӑр. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan