Ефессем патне 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Вилӗмрен – чӗрӗлӗхе 1 Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ. 2 Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха. 3 Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ. 4-5 Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. 6 Вӑл сире, Христоспа пӗрле чӗртсе, ҫӳл тӳпере Христос Иисуспа пӗрле лартнӑ. 7 Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ. 8 Мӗншӗн тесен эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни. 9 Ҫӑлӑнӑҫа ӗҫе кура памаҫҫӗ, ҫавӑнпа никам та ӗҫӗсемпе мухтаннӑ ан пултӑр. 10 Мӗншӗн тесен пире Турӑ ҫапла пултарнӑ: Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ туса, пире Хӑй палӑртнӑ ырӑ ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн хатӗрленӗ. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулни 11 Ӗнтӗ ҫакна ан манӑр: ҫуралнӑ тӑрӑх, эсир тахҫан урӑх халӑх ҫыннисем шутланнӑ. Сире „ӳт кастарнӑ“ текеннисем „ӳт кастарманнисем“ тетчӗҫ. Ӳт кастарасси вара – этем аллипе тунӑ ӗҫ кӑна. 12 Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ. 13 Халӗ вара эсир, тахҫан Турӑран аякра пулнисем, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ, Унӑн Юнӗ урлӑ эсир Турӑ патне ҫывхартӑр. 14 Мӗншӗн тесен Христос урӑх халӑхсемпе иудейсене ҫураҫтарнӑ, пӗр халӑх туса пӗрлештернӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан чӑрмава аркатнӑ. 15 Хӑйӗнпе пӗрлӗхлӗ пултарса иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ этем тӑвас тесе, килӗшӳ кӳрес тесе курайманлӑха Хӑйӗн вилӗмӗпе пӗтернӗ, саккун хушнине Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе пӑрахӑҫланӑ. 16 Вӑл Хӑйӗн хӗрес ҫинчи асапӗпе курайманлӑха пӗтерсе, иккӗшӗнчен пӗр туса, вӗсене Турӑпа ҫураҫтарас тенӗ. 17 Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 18 Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ. 19 Ҫапла вара, эсир ҫичӗ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турӑ халӑхӗн пӗр тан ҫыннисемех, Турӑ ачисемех пулатӑр. 20 Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй. 21 Ҫав тӗп чул ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать. Вӑл, тикӗс купаланса, Хуҫамӑра халалланӑ таса Чиркӳ пулса пырать. 22 Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia