Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Апокалипсис 6 - Синодальный НЗ


6-мӗш сыпӑк Пичетсене илни

1 Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара тӑватӑ чӗр чунран пӗри аслати сассиллӗн: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.

2 Ҫавӑнтах пӑхрӑм та, акӑ, хам умра шурӑ ут куртӑм. Юланутҫи аллине ухӑ тата хӑйне панӑ пуҫ кӑшӑлӗ тытнӑ. Хӑй ҫӗнтермешкӗн тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек пырать.

3 Путек иккӗмӗш пичете хӑйпӑтса илчӗ те, иккӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.

4 Вара тепӗр ут, ҫӳрен-хӗрлӗскер, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха илме ирӗк тата пысӑк хӗҫ панӑ.

5 Путек виҫҫӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, виҫҫӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. Вара пӑхрӑм та хура ут куртӑм. Юланутҫи аллине тараса тытнӑ.

6 Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ.

7 Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, тӑваттӑмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.

8 Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ.

9 Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм.

10 Вӗсем хыттӑн: «Святой тата Чӑн Патшамӑр! Мӗншӗн Эсӗ ҫак тарана ҫитсе те ҫӗр ҫинчи ҫынсене пирӗн юншӑн суд туса тавӑрмастӑн? Тата хӑҫанччен кӗтмелле?» – тесе ӳпкелешрӗҫ.

11 Унтан вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, хӑйсем пекех вилес юлташӗсен, ӗненекен тӑванӗсен шучӗ тулса ҫитессе тата тепӗртак, лӑпкӑн кӗтме хушрӗҫ.

12 Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ.

13 Смоква йывӑҫҫин пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫилпе ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пекех тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ.

14 Тӗрке пек чӗркенсе, тӳпе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен тапранса куҫрӗҫ.

15 Ҫӗр ҫинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, ҫар пуҫӗсем те, хуҫасем те, ытти мӗн пур чурасемпе ирӗклисем те ту хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсене пытанса пӗтрӗҫ.

16 «Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр!

17 Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ! Ҫак ҫилле кам тӳссе ирттерме пултарӗ?»

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan