Апокалипсис 4 - Синодальный НЗ4-мӗш сыпӑк Иоана тӳпери курӑнни 1 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл. 2 Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур. 3 Лараканӗ ясписпа сардис текен хаклӑ йышши чулсем евӗр йӑлтӑртатать, престол тавра изумруд пек асамат кӗперӗ. 4 Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем. 5 Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ. 6 Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ. 7 Пӗр чӗр чунӗ арӑслан евӗрлӗ, тепри вӑкӑр евӗрлӗ, виҫҫӗмӗшӗ этем сӑнлӗ, тӑваттӑмӗшӗ вӗҫекен ӑмӑрт кайӑк евӗрлӗ. 8 Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!» 9 Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне 10 ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11 «Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia