Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Апокалипсис 22 - Синодальный НЗ


22-мӗш сыпӑк Чӗрӗлӗх шывӗ

1 Унтан вара ангел мана чӗрӗлӗх шывӗн юхан шывне кӑтартрӗ. Юхан шывӗ, Турӑпа Путек престолӗ патӗнчен юхса тухса, витӗр курӑнакан пӑр пек йӑлтӑртатать.

2 Малалла ҫав юхан шыв хула витӗр юхать. Шыв икӗ енӗпе те пурӑнӑҫ йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем вун икӗ хут ҫимӗҫ параҫҫӗ. Кашни йывӑҫҫи уйӑхра пӗрре ҫимӗҫ парать, йывӑҫ ҫулҫисем – халӑхсене сиплемешкӗн.

3 Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.

4 Вара вӗсем Унӑн сӑнне курӗҫ, ҫамкисем ҫинче Унӑн ячӗ пулӗ.

5 Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ.


Христос килесси

6 Унтан мана ангел: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн. Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене пӗлтермешкӗн сӑваплӑ пророксен Хуҫа Турри Хӑйӗн ангелне ячӗ», – терӗ.

7 «Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене тытса пурӑнакан телейлӗ!»

8 Эпӗ, Иоанн, ҫакна йӑлтах куртӑм та, илтрӗм те. Вара, курнӑ-илтнӗ хыҫҫӑн, хама ҫакна йӑлтах кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм.

9 Анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, санӑн пророк тӑванусем пекех, ҫак кӗнекери сӑмахсене тытса пыракансем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап!»

10 Тата вӑл мана: «Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене пытарса, пичет хурса ан усра, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ, – терӗ.

11 – Тӳрӗ мар ҫын усал тусах пурӑнтӑр, ирсӗрри татах ирсӗрлентӗр. Тӳрӗ ҫын ырӑ тусах пурӑнтӑр, сӑвапли тата сӑваплӑрах пултӑр».

12 «Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн тавӑрса памашкӑн тавӑрӑвӑм Хампа пӗрлех.

13 Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи».

14 Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.

15 Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.

16 «Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».

17 «Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.

18 Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене итлекен кашни ҫыннах эпӗ те ҫирӗплетсе калатӑп: кам та кам ҫак сӑмахсем ҫумне урӑххи хушать, Турӑ ун ҫине ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ инкексене ярать.

19 Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.

20 Ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе Пӗлтерекен калать: «Ӗнтӗ часах пырӑп!» Аминь. Килсемччӗ, Иисус Хуҫамӑр!

21 Сире пурсӑра та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тивлечӗ пултӑр. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan