Апокалипсис 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Ефесри чиркӗве янӑ ҫыру 1 «Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те: 2 Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ. 3 Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн. 4 Анчах та Манӑн сана асӑрхаттарса каламалли те пур: санра халӗ малтанхи юратулӑху ҫук. 5 Ҫапла вара, ху еплерех чун ҫӳллӗшӗнчен ӳкнине аса ил те ӳкӗн, малтанхиллех ӗҫлесе пурӑн. Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫутаткӑҫна вырӑнӗнчен хускатӑп. 6 Ҫапах та николаитсен ӗҫне-хӗлне эсӗ Манашкалах курайманнишӗн сана ырламалла. 7 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“». Смирнӑри чиркӗве янӑ ҫыру 8 «Смирна чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнӗскер, акӑ, Чӗрӗскер, ҫапла калать, те: 9 Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ. 10 Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп. 11 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене иккӗмӗш вилӗм сӑтӑр тӑваймӗ“». Пергамри чиркӗве янӑ ҫыру 12 «Пергам чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Икӗ енӗ те ҫивӗч Хӗҫли ҫапла калать, те: 13 Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп. 14 Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ. 15 Сан патӑнта тата николаитсен вӗрентӗвне тытса пыракансем те пур, Эпӗ вӗсен вӗрентӗвне кураймастӑп. 16 Ӳкӗн! Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫав ҫынсемпе чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“». Фиатирӑри чиркӗве янӑ ҫыру 18 «Фиатира чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Вут ҫулӑмӗ евӗр куҫлӑ, шӑранакан пӑхӑр пек ураллӑ Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать, те: 19 Санӑн ӗҫӳсене те, юратулӑхна та, Турӑшӑн ӗҫленине те, ӗненӗвне те, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Тата хальхи ӗҫӳсем малтанхинчен пысӑкрах пулнине те пӗлетӗп. 20 Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет. 21 Эпӗ ӑна пӑсӑк ӗҫӗсенчен ӳкӗнмешкӗн вӑхӑт парсаттӑм, анчах та вӑл ӳкӗнмерӗ. 22 Акӑ, Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн вырӑнпах выртмалла тӑвӑп. Унпа пӗрле ҫылӑха кӗрсе пурӑннисем ҫине вара, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмесен, пысӑк хуйхӑ ярӑп. 23 Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24 Эсир Фиатирӑра пурӑнакан ытти хӑш-пӗр ҫынсемпе пӗрле ҫав вӗрентӳ хыҫҫӑн каймастӑр, „шуйттанлӑхӑн шырланӗ“ текенни мӗнне пӗлместӗр. Ҫавӑнпа та сире пурне те ҫакна калатӑп: „Эпӗ сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп“. 25 Эпӗ пыриччен вара эсир халиччен мӗне тытса пынӑ, ҫавнах тытса пурӑнӑр. 26-27 Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ. 28 Ҫӗнтерекене тата шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ парӑп. 29 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia