Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Апокалипсис 19 - Синодальный НЗ


19-мӗш сыпӑк Вавилона суд тунӑшӑн Турра мухтани

1 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх сасси пек вӑйлӑ сасӑсем илтрӗм. «Аллилуия! – тесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем. – Ҫӑлӑнӑҫпа мухтав та, чыспала хӑват та пирӗн Хуҫамӑрта.

2 Мӗншӗн тесен Унӑн сучӗ тӳрӗлӗхлӗ те чӑн. Ҫав виҫесӗр аскӑнчӑка, пӗтӗм ҫӗре астарса яракана, Турӑ суд туса айӑпларӗ, Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрчӗ».

3 «Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!»

4 Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.


Путекӗн туйӗ

5 Вара престол патӗнчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: «Эй, Туррӑн мӗн пур чурисем, мӗн пур Унран хӑракансем, асли те, кӗҫӗнни те – Турра мухтӑр!»

6 Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ!

7 Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ.

8 Ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет».

9 Унтан ангел мана: «Путекӗн туйне чӗннисем телейлӗ», – тесе ҫырма хушрӗ. Тата вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку сӑмахсем – Туррӑн чӑн сӑмахӗсем».

10 Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».


Шурӑ ут ҫинчи юланутҫӑ

11 Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.

12 Куҫӗсем Унӑн вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗ ҫинче темӗн чухлӗ пуҫ кӑшӑлӗсем. Ҫавсем ҫине Унӑн ятне ҫырнӑ, Хӑйӗнсӗр пуҫне вӑл ята никам та пӗлмест.

13 Вӑл юнпа хӗрелнӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ. Унӑн ячӗ – Турӑ Сӑмахӗ.

14 Тӳпери йышлӑ ҫар ун хыҫҫӑн шурӑ утсем ҫинче пырать, хӑйсем таса та шурӑ виссон тумланнӑ.

15 Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ.

16 Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.

17-18 Унтан эпӗ хӗвел ҫинче тӑракан пӗр ангела куртӑм. Ҫӳл тӳпере вӗҫекен кайӑксене вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Вӗҫӗр, вӗҫӗр! Патшасен, хуҫасен, ҫар пуҫӗсен, утсемпе юланутҫӑсен виллисене, ирӗклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кӗҫӗннисен виллисене сӑхмашкӑн Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр!»

19 Вара эпӗ тискер кайӑкпа ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарне куртӑм. Вӗсене ут ҫинче Лараканпа тата Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫмашкӑн пуҫтарнӑ.

20 Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.

21 Ыттисен вара, вӗсен ҫарӗнчисен, ут ҫинче Лараканӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчи хӗҫпе пӗтмелле пулчӗ. Мӗн пур вӗҫен кайӑк вӗсен виллисене тӑраничченех сӑхрӗ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan