Апокалипсис 15 - Синодальный НЗ15-мӗш сыпӑк Юлашки инкексем 1 Унтан эпӗ тӳпере хӑватлӑ та тӗлӗнмелле тепӗр паллӑ асӑрхарӑм: унта юлашки ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел курӑнчӗҫ. Ҫав юлашки инкексемпе Турӑ ҫилли иртсе каймалла. 2 Эпӗ темскер, вутпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс евӗрлӗскер, куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне, ҫыру паллипе унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтернисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, Турӑ кӗслине тытса, 3 Турӑ чурин Моисейӑн тата Путекӗн юррине ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ та тӗлӗнмелле! Эй, сӑваплисен Патши! Санӑн ҫулусем тӳрӗлӗхлӗ те чӑн! 4 Эй, Хуҫамӑр! Кам Санран хӑрамасӑр тӑрайтӑр? Кам Санӑн ятна мухтамӗ? Мӗншӗн тесен Эсӗ пӗртен-пӗр таси. Мӗн пур халӑхсем Сана пырса пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Санӑн тӳрӗлӗхӳ куҫкӗретех!» 5 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпере Турӑ Ҫурчӗ – Таса кӗлӗ чатӑрӗ – уҫӑлнине куртӑм. 6 Вара тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел тухрӗҫ. Вӗсем таса та шурӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ. 7 Вара ҫичӗ чӗр чунтан пӗри ҫичӗ ангела ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑ ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ. 8 Ҫавӑнтах тӳпери Турӑ Ҫурчӗ Турӑ мухтавӗн, Унӑн вӑй-хӑвачӗн тӗтӗмӗпе тулса ларчӗ. Ҫичӗ ангел аллинчи ҫичӗ инкек иртмесӗр ҫав Турӑ Ҫуртне кӗме никам та пултараймарӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia