Апокалипсис 14 - Синодальный НЗ14-мӗш сыпӑк Путек Сион тӑвӗ ҫинче 1 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм. Унпа пӗрле тата ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынччӗ. Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн Ашшӗн ячӗччӗ. 2 Вара тӳперен шыв кӗрленӗ пек, вӑйлӑ аслати сасси пек сасӑ илтрӗм. Тата кӗслисене каласа ларакан кӗслеҫӗсен сасси пек сасӑ илтрӗм. 3 Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ. 4 Юрлаканӗсем хӗрарӑмпа ҫывӑрса вараланман, таса ҫынсем. Путек кирек ӑҫта кайсассӑн та, вӗсем Ун хыҫӗнчен ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене Турӑпа Путекӗн малтанхисем пулмашкӑн ҫынсем хушшинчен суйласа, тӳлесе илнӗ. 5 Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ суялӑха пӗлмест: Турӑ престолӗ умӗнче вӗсем таса. Виҫӗ ангел 6 Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ. 7 Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!» 8 Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел вӗҫсе иртрӗ. «Аслӑ хула Вавилон тӗп пулчӗ, тӗп пулчӗ! Мӗншӗн тесен ҫав хула хӑй аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне мӗн пур халӑхсене ӗҫтерчӗ!» – терӗ ҫав ангел. 9 Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать, 10 ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ. 11 Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ. 12 Ҫавӑнпа Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыракан, Иисуса ӗненекен сӑваплӑ ҫынсене тӳсӗмлӗх кирлӗ пулӗ». 13 Унтан эпӗ тӳперен хама ҫапла калакан сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур, – терӗ ҫав сасӑ, – Хуҫамӑра ӗненсе вилнисем, ҫак вӑхӑтран пуҫласа, телейлӗ пулӗҫ». «Чӑнах та ҫапла, – тет Сывлӑш, – вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫӗсем хӑйсемех вӗсем ҫинчен калӗҫ». Вырма вӑхӑчӗ 14 Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла. 15 Унтан тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырмашкӑн пуҫла, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитнӗ!» 16 Вара пӗлӗт ҫинче лараканӗ ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те ҫӗр ҫинчи тыр-пула вырса илчӗ. 17 Кайран тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫурлаллӑ урӑх ангел тухрӗ, унӑн та ҫурли ҫивӗччӗ. 18 Тата тепӗр ангелӗ, вутпа пуҫ пулма ирӗк илнӗскер, парне вырӑнӗ патӗнчен пычӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «Ҫивӗч ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли сапакисене кас, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитнӗ!» 19 Хайхи ангел ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те иҫӗм ҫырлине касса пуҫтарса илчӗ. Вара ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне пӑрахрӗ. 20 Ҫав ҫырлана вара хула тулашӗнчи сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑчра таптарӗҫ, юхтаркӑчран юн тапса тухрӗ. Ҫав юн, лаша йӗвенӗ таран тулса, виҫ ҫӗр ҫухрӑма яхӑн сарӑлса юхрӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia