Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Апокалипсис 12 - Синодальный НЗ


12-мӗш сыпӑк Хӗрарӑмпа аҫтаха

1 Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ.

2 Ҫав хӗрарӑм, ача ҫуратма вӑхӑчӗ ҫитнӗскер, тертленсе кӑшкӑрать.

3 Унтан тӳпере тепӗр паллӑ курӑнчӗ: ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ, ҫичӗ пуҫ кӑшӑллӗ пысӑк та хӗрлӗ аҫтаха.

4 Вӑл хӳрипеле сулчӗ те тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне ҫӗр ҫине шӑлса тӑкрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсассӑнах унӑн ачине ҫисе ярасшӑн пулса, аҫтаха хӗрарӑм умне тӑчӗ.

5 Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ.

6 Вара хӗрарӑм пуш хире тарчӗ. Унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта хӗрарӑма пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пӑхса усрамалла пулнӑ.

7 Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахапа ҫапӑҫрӗҫ. Аҫтахапа унӑн ангелӗсем те ӑна хирӗҫ вӑрҫма тухрӗҫ.

8 Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ.

9 Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.

10 Унтан эпӗ тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Ӗнтӗ Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ. Мӗншӗн тесен ӗненекен тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑра кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне ҫапса антарчӗҫ.

11 Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.

12 Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»

13 Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине ҫапса антарнине туйса илсен, ывӑл ача ҫуратнӑ хӗрарӑма йӗрлеме тытӑнчӗ.

14 Анчах та хӑйӗн валли хатӗрленӗ пуш хирти вырӑна вӗҫсе каймашкӑн хӗрарӑма пысӑк ӑмӑрт кайӑкӑн икӗ ҫунатне панӑ пулнӑ. Ҫавӑнта, ҫӗленрен аякра, ӑна виҫӗ ҫул ҫурӑ пӑхса усрамалла пулнӑ.

15 Вара, хӗрарӑма шывпа юхтарса ярас тесе, ун хыҫӗнчен хайхи ҫӗлен хӑйӗн ҫӑварӗнчен юхан шыв пек шыв кӑларса ячӗ.

16 Анчах та хӗрарӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл уҫӑлчӗ те аҫтаха ҫӑварӗнчен тухнӑ юхан шыва ҫӑтса ячӗ.

17 Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan