Фессалоникисем патне 2-мӗш 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Турра хирӗҫ ҫын 1 Тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр килесси пирки тата хамӑр Ӑна кӗтсе илесси пирки вара ҫакна йӑлӑнсах ыйтатпӑр: 2 иккӗленме ан васкӑр. Христос килес кун ҫитрӗ те ӗнтӗ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирӗн ятпа тесе ҫырнӑ ҫыру та сире пӑтраштарса ан ятӑр. 3 Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле. 4 Ҫавскер мӗн пуррине йӑлтах хирӗҫлӗ. «Турӑ», «сӑваплӑх» тетпӗр эпир. Вӑл вара хӑйне вӗсенчен те ҫӳле хурӗ. Турӑ Ҫуртне вӑл Турӑ пек кӗрсе ларӗ те хӑйне Турӑ тесе пӗлтерӗ. 5 Ҫапла пуласса эпӗ сирӗн патӑрта чухнех сире каласаттӑм. Астумастӑр-и? 6 Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен Турра хирӗҫ ҫав ҫын мӗншӗн палӑрманнине эсир халӗ пӗлетӗр. 7 Усалӑн ӗҫӗсем вӑрттӑн пуҫланнӑ та ӗнтӗ, анчах халӗ ӑна чарса тӑраканӗ пур. Ҫав чарса тӑракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха. 8 Чарса тӑраканнине сирсессӗн вара Турра хирӗҫ ҫын килӗ. Анчах та Иисус Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ҫӑварӗнчи сывлӑшӗпех ҫапса антарӗ, Хӑй иккӗмӗш хут килнипе пӗтерӗ. 9 Турра хирӗҫ ҫын килесси шуйттан тӑрӑшнипе пулӗ. Килессе вӑл шуйттанла вӑйпа, суя паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, 10 тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ. 11 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене ултав аллине парӗ, вӗсем ӗнтӗ суялӑха ӗненӗҫ. 12 Чӑнлӑха ӗненес вырӑнне суялӑха юратакансене пурне те суд кунӗнче айӑплав пултӑр тесе Турӑ ҫапла тӑвӗ. Сире ҫӑлса хӑвармашкӑн суйласа илнӗ 13 Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ. 14 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн мухтавӗ сире те тивӗҫтӗр тесе, эпир вӗрентекен Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлса хӑварма Турӑ сире чӗнсе илнӗ. 15 Эппин, тӑванӑмӑрсем, тӗреклӗ тӑрӑр. Эпир сире сӑмах вӗҫҫӗн е ҫыру урлӑ панӑ вӗрентӗве ҫирӗп тытса пырӑр. 16 Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр 17 сирӗн чун-чӗрӗре лӑплантартӑр, калас ырӑ сӑмахпа тӑвас ырӑ ӗҫ валли ҫирӗплӗх патӑр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia