Фессалоникисем патне 1-мӗш 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Павел Фессалоникӑра 1 Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑра пыни усӑсӑр пулманнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 2 Маларах Филиппӑра пире асап тата хур кӑтартнине эсир пӗлетӗр. Апла пулин те, Туррӑн Ырӑ Хыпарне эпир, пӗтӗм вӑя хурса, Турӑ пулӑшнипе сире хӑюллӑнах ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. 3 Мӗншӗн тесен пирӗн сӑмахра йӑнӑш та, таса мар кӑмӑл-шухӑш та, ултав та ҫук. 4 Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр. 5 Турӑ курать: эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, пирӗн пуяс-тӑвас шухӑш пулманнине те хӑвӑрах пӗлетӗр. 6 Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те. 7 Паллах, Христос апостолӗсем пулнӑ май, эпир хамӑра сирӗн патӑрта мӑнна хума пултарӑттӑмӑр. Анчах та кӑкӑр ҫитерекен хӑй ачипе епле йӑваш, эпир те ҫапла пултӑмӑр. 8 Эсир пирӗншӗн хаклӑ ҫынсем пулса тӑтӑр, ҫавӑнпа та, сирӗншӗн тӑрӑшса, эпир сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме кӑна мар, чунӑмӑрсене пама та хатӗрччӗ. 9 Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр. 10 Эпир сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне хамӑра епле сӑваплӑ, тӳрӗ, тиркеме те ҫук тыткаланине эсир хӑвӑр та, Турӑ та ҫирӗплетме пултарать. 11-12 Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ. 13 Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать. 14 Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ. 15 Иудейсем Иисус Хуҫамӑрпа Унӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Пире те вӗсем хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Вӗсем Турӑшӑн та юрӑхсӑр, пӗтӗм халӑха та хирӗҫлеҫҫӗ. 16 Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех. Ӗненекен ушкӑна Павел тепре ҫитсе курма ӗмӗтленни 17 Эпир вара, тӑвансемӗр, сирӗнтен кӗске вӑхӑтлӑха уйӑрӑлтӑмӑр. Анчах та куҫа-куҫӑн курса калаҫаймастпӑр пулин те, эсир асран каймарӑр, сире тата ытларах курас килекен пулчӗ. 18 Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, ыттисемпе пӗрле сирӗн патӑра пӗр-икӗ хутчен те пыма пуҫтарӑннӑччӗ, анчах та шуйттан чӑрмантарчӗ. 19 Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара? 20 Эсир пирӗн чап-савӑнӑҫ вӗт-ха! |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia