9 Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.